Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ агропромышленность комплексĕнче предприятисемпе организацисен 2024 çулхи производствăпа финанс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх ĕçлекенсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарма йышăннă. Вĕсем çаксем:
«Победа» сахал яваплă общество (директорĕ — Н.А.Головин). Кунта ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕсем комплекслă аталаннă тата 2024 çулхи экономика кăтартăвĕсем те чи лайăххи пулнă.
«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ (председателĕ — Ю.С.Викентьев). Кунта 2024 çулхи ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем чи пысăкки пулнă.
«Победа» сахал яваплă общество (директорĕ — Н.А.Головин). Кунта 2024 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.

