Республикăри парламент хăйĕн черетлĕ 35-мĕш сессийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кунне палăртнă.
Вăл 2025 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче иртет. Çывхаракан сасăлав Чăваш Енĕн çитес пилĕк çуллăхри аталанăвĕн векторĕсене палăртни кăна мар, тăнăçлăха, суйласа илнĕ çула малалла тăсассине, халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатассине упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

