Елчĕкри ачасен искусство шкулĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтерсе I степень лауреат ятне тивĕçнĕ. Номинацийĕ — «Ялти чи лайăх ăсталăх шкулĕ».
Преподавательсен ĕçри çĕнĕ меслетлĕхĕ, автор проекчĕсем, вĕсен тата вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем мала кăларнă та коллектива.
Конкурсăн 2-мĕш турĕ Раççей Федерацийĕн Культура министерстви шайĕнче иртет. Ăнăçу сунар пултарулăх ĕçченĕсене!

