Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшма кар тăнă

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшма кар тăнă

Украинăри çар операцине хутшăнакансене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерессипе Елчĕк муниципалитет округĕнче пурăнакансем пурте — округри, территори пайĕсенчи хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем, Елчĕк çамрăкĕсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем, тивĕçлĕ канури ватăсем пурте кар тăчĕç — кашнийĕ хăйĕн тỹпине хыврĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç.

Пĕри чăлха-нуски çыхрĕ, тепри апат-çимĕç, эмел, тĕрлĕрен çи-пуç туянса пачĕ. Çакă вĕсен ырă кăмăлне палăртни анчах мар, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисемпе пĕр кăмăллă, пĕр шухăш-тĕллевлĕ пулнине те çирĕплетсе пачĕ.

Ырă кăмăллă çынсем салтаксене кирлĕ япаласем пуçтарса ăсатасси çакăнпа анчах вĕçленмĕ. Округри хĕрарăмсен пайташĕсен ертỹçи Лариса Васильева палăртнă тăрăх, çар операцийĕн зонине ăсатма посылкăсене çĕнĕрен те хатĕрлеме тытăннă. Вăл ку ĕçре территори пайĕсенчи ялсенче пурăнакансем кашнийĕ хастар та пуçаруллă пулнине аса илчĕ, Таяпа Энтри ялĕнче анчах, хĕрарăмсен пуçарăвĕпе 54 пин тенкĕлĕх тĕрлĕрен кирлĕ таварсене туянса панă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code