Александра ЛАЗАРЕВА
Калав
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 21-мĕш номерте.
— Ĕçĕ пĕр-ик кунлăха мар, чылай вăхăта пырать. Вĕсене колхозран ĕçкунĕ шутласа паратпăр… — сăмахĕсене тăсрĕ малалла колхоз председателĕ.
Пĕр хушă чĕнекен пулмарĕ. Унтан Алимпи сасси илтĕнчĕ:
— Мана ярăр…
— Çук, Алимпи, сана эпир ĕç панă-ха, эсĕ фронта ăшă тумтирсем ярас ĕçе пурнăçла. Хĕл çывхарать-çке.
— Пĕтĕмпех хатĕр вĕсем, хулана леçмелле çеç…
— Пит аван эппин. Апла пулсан, Сăр шывĕ хĕррине кай. Анчах икĕ кунтан лере пулмалла.
— Юрĕ, ĕлкĕретпĕр…
— Тен, Алимпипе пĕрле тата кам та пулин хăй ирĕкĕпе каясшăн пуль? — ыйтрĕ Анна Тимофеевна.
— Эпĕ каятăп.
— Эпĕ те!
— Мана та вĕсенчен ан хăварăр, — сасă пачĕç ытти хĕрсем те.
Çав самантрах, пĕр харăс, темиçе алă çĕкленчĕ.
ххх
…Сăр хĕрринче халăх йышлăн ĕçлет. Пуринчен ытла — хĕрарăмсем. Кашнин аллинчех е кĕреçе, е лум, е пăчкă. Нумайăшĕ — наçилккесемпе. Акă пирĕн Алимпипе Раюка та кĕреçесем тыттарчĕç, унтан çĕр чавакансен бригадине ячĕç.
Ку — халь çеç йĕркеленĕ бригада пулнă-мĕн, унта бригадирне те уйăрман-ха. Кăнтăрлапа бригадăна икĕ çын пычĕç.
— Кунти пысăк кĕпер фронт валли грузсем турттарма кирлĕ, çавăнпа та çав кĕпере хăвăртрах туса пĕтермелле, — терĕç вĕсем.
Унтан бригадира суйласси пирки калаçма пуçларĕç. Кунта никам та пĕр-пĕрне пĕлмеççĕ, палламаççĕ, пурте тĕрлĕ районсенчен, тĕрлĕ ялсенчен пухăннă çынсем. Бригадир пулма пурпĕрех Алимпине уйăрчĕç, мĕншĕн тесен килнĕ çынсем вăл ыттисенчен хăюллăрах иккенне асăрхарĕç. Унтан ăна бригадăра мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине ăнлантарса пачĕç.
— Чи малтан санăн хăвăн лайăх ĕçлемелле, — терĕç юлашкинчен.
Çĕр чавасси — питĕ йывăр ĕç, çапах та Алимпи ертсе пыракан хĕрсен бригади тăрăшса ĕçлерĕ. Малтанхи кунах задани çĕр çирĕм процент тулчĕ. Хĕрсем чăн та ырми-канми ĕçлерĕç çав. Каç пулса тĕттĕмленсен тин барака таврăнса апат çисе выртаççĕ те ирхине кăвак çутăллах тăрса ĕçе пуçăнаççĕ. Иккĕмĕш кунхине задание çĕр аллă процент тултарчĕç.
Çапла иртрĕç кунсем. Хура кĕркунне çитрĕ. Сарă хĕвел тачка пĕлĕтсем хыçне яланлăхах пытаннă пек туйăнать сивĕ кунсенче. Вăхăт-вăхăт çумăрпа хутăш вĕтĕ юр чалăшшăн çапса çукалать. Усал çанталăк тăрăшса ĕçлекен халăха пурпĕрех кансĕрлеймерĕ. Икĕ километра яхăн тăсăлакан кĕпер ỹссех пычĕ.
…Пĕрре, йĕпе тăман пĕрмай çуса тăчĕ пулин те, Алимпи бригади, хăйне панă задание тултарас тесе, çĕрлечченех ĕçлерĕ. Алимпи хăй те, ăшша пиçсе, тумтирне хывсах ĕçлерĕ. Палăртнă ĕç тĕттĕм пулсан тин вĕçленчĕ. Хĕрсем барака таврăннă чух юр çума чарăнчĕ, анчах хирĕçле сивĕ çил çаплах вĕрсе тăчĕ.
Тара ỹкнĕ Алимпи сăхманне чылайччен тỹмелемесĕр, юлташĕсемпе шăкăлтатса калаçса утрĕ.
— Ыран ĕçе иртерех кайса хăвăртрах пĕтерĕпĕр те, часрах килсене саланăпăр, — терĕ вăл юлташĕсене.
Анчах çĕрле Алимпи пĕр кĕтмен çĕртен йывăр чирлесе ỹкрĕ. Вутри пек вĕриленсе çунма, йынăшма, ахлатма тытăнчĕ вăл. Баракри хĕрарăмсем хăраса ỹкрĕç.
— Шăнса пăсăлчĕ-ши? Мĕн-ши?Куç ỹкрĕ пулĕ чиперскере…
Çав вăхăтра барак патне санитар машини пырса тăчĕ. Медсестра Алимпие питех пăхса тăмарĕ, машинăна кĕртсе вырттарчĕ те хула больницине илсе кайрĕ. Алимпи кайран çаксене нимĕн те астумарĕ.
…Тухтăрсем каланă тăрăх, Алимпин шăннипе ỹпки шыçнă пулнă… Унăн больницăра чылаях выртма тивет…
Сывалма пуçласан, вăл нимрен малтан Ивана аса илчĕ. Ку таранччен яла темиçе çыру та килчĕ пулĕ тесе, шухăшĕпе киле часрах çитесшĕн пулчĕ. Ура çине тăрса утма пуçласанах, вăл тухтăртан килне яма ыйтрĕ, анчах тухтăр ăна итлемерĕ.
— Юрамасть, вăхăт çитсен сана хамăрах пĕр кун та ытлашши тытса тăрас çук, — терĕ вăл.
ххх
Ĕнтĕ пĕтĕм ял шап-шурă кăпăш юрпа витĕннĕ. Юрĕ татах çăвать-ха. Кăмака мăрйисенче çăра кăвак тĕтĕм йăсăрланса тăрать. Урамсенче, картасем çинче шăннă çерçисем сиккелесе çỹреççĕ.
Пĕчĕк пỹртре тĕксĕм те кичем. Кĕтесре кивелнĕ турăшсем пур. Икĕ чỹрече хушшинче пĕчĕк тĕкĕр çуталать. Унран аяларахра çĕмĕрт пек хура куçсем Алимпи çине пăхаççĕ. Ку сăн ỹкерчĕке Иван авăн çапнă чухнех ярса панăччĕ. Çавăнтан вара Алимпи патне урăх пĕр çыру та яман.
— Анне, кайса пĕлсе кил-ха, Иванран чăнах та çыру пулман-и? — ыйтрĕ Алимпи тĕпел кукринче мĕшĕлтетекен ватă амăшĕнчен.
— Эй, аптратмăш хĕрỹпе! Каланă сана çук тесе. Амăшĕнчен те яланах ыйтатăп, — кăмăлсăр тавăрса каларĕ Алимпие амăшĕ.
Алимпи салхуллăн сывласа илчĕ, вăл чỹрече умĕнче чавсаланса чылайччен ларчĕ. Пĕтĕмпех аса килчĕ, ача чухне Иванпа пĕрле пăрçа татма кайни те, Хурăн варне ĕне çитерме, унтан, кăштах пысăклансан, выртмана çỹренисем те… Хăш чухне вĕсем пĕр-пĕринпе хирĕçни те пулнă, унтан каллех туслашнă. Кайран шкула та пĕрлех çỹретчĕç, уроксене те пĕрлех хатĕрленетчĕç. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, амăшĕ чирлесе ỹкнипе, Алимпи урăх вĕренеймерĕ. Иван татах малалла кайрĕ, çичĕ çул вĕренчĕ вăл. Анчах ашшĕ вилсен вăл та урăх вĕренеймерĕ.
— Çурçĕр те иртрĕ пулĕ, çывăрах ĕнтĕ, хĕрĕм. Ара мĕн ун пекех асапланатăн, упăшку мар вĕт, каччă тени вăл татах тупăнĕ-ха, — терĕ кĕтмен-çĕртен амăшĕ.
Алимпи çывăрма выртрĕ. Нумаях çывăраймарĕ вăл. Темшĕн, чунĕ лăпкă мар унăн. Ирех тăрса урама тухрĕ. Урамра шăпах, пĕр сасă та илтĕнмест. Вăл юлташĕ патне кайса пăхрĕ, теприн патне — нихăшĕ те çук, хĕрсем пурте вăрман касма кайнă иккен.
Алимпи Ивансен килĕ еннелле пăхса ассăн сывласа илчĕ те тỹрех хурăнлă çул еннелле утрĕ.
Акă вăл, çаралса юлнă яштака хурăн. Вĕсем Иванпа юлашки хут çак хурăн айĕнче уйрăлчĕç. Халĕ ĕнтĕ шурă хурăн тавра шап-шурă юр купаланнă. Алимпи çултан пăрăнса ун умне пырса тăчĕ. Вăл хурăн çинче «Иван» сăмаха шырарĕ. Çĕçĕпе чĕрсе каснă картсене юр тулнăран сас паллисем палăрмарĕç. Алимпи хурăн çинчи юра алсишĕпе шăлса тăкрĕ те «Иван» тесе çырнине курчĕ. Нумайччен çавăн çине пăхса тăчĕ. «Иван, Иван!..» — хăй тĕллĕн пăшăлтатрĕ Алимпи.
Иванăн хура куçĕсем, каялла туранă йăм хура çỹçĕ халĕ те куç умĕнчех. Епле ăслă вăл! Аллисем епле ăста тата — тем тума та пултарать. Каçсерен вăйăра хăйĕн хуткупăсне туртса ярсан, никам та лăпкăн тăраймастчĕ.
Çак вăхăтра хурăнлă çул тăрăх утса пыракан сăран сумкăллă хĕр Алимпи тĕлне çитсе чарăнчĕ.
— Алимпи! Эсĕ-и ку? Мĕн туса тăратăн? — кăшкăрчĕ Валя почтальонка аякранах.
— Ахальтен çеç, пуç ыратнăран уçăлмалла тухас терĕм. Тухтăрсем мана чирленĕ хыççăн уçă сывлăшра ытларах пулмалла, терĕç… Итле-ха, ман валли çыру çук-и?Çук çав… — шухăша кайса тăсса каларĕ Валя.
— Мĕн эс, темле тытăнчăклă çын пек… — ыйтрĕ Алимпи.
— Çук, нимĕн те мар.
— Суятăн, Валя. Эпĕ сисетĕп вĕт! Кала тĕрĕссине…
— Анчах ман çине ан кỹрен вара, — Валя ассăн сывласа илчĕ те сумкăран шурă конверт кăларса Алимпие тыттарчĕ.
Ют почерк хĕре сисчĕвлентерчĕ. Алимпи çиелти хута чăр-чар çурса, пĕр сывламасăр вуласа тухрĕ: «…Иван Горбачов рядовой салтак фашистсене Мускав çывăхĕнче аркатнă чух паттăррăн çапăçса пуçне хунă…»
Алимпи чĕри пĕр хушă тапма чарăнчĕ тейĕн. Мĕн тăвассине пĕлмерĕ вăл. Ĕненмесĕр çырăва татах тепĕр хут вуларĕ. Тĕрĕсех, хутне штабранах янă, пичет пуссах…
Мĕн пулса тухрĕ капла? Ни макăрма, ни калаçма пултараймарĕ вăл, пĕр вырăнта чул пек хытса тăчĕ. Кăштах тăхтасан тин вăл сивĕ шурă хурăна ыталаса илчĕ те çав тери хыттăн кăшкăрса макăрма тапратрĕ.
Почтальон та нимĕн тума аптăраса тăчĕ. Вăл çырăва Алимпие пама васканăшăн хăйне хăй ятласа та илчĕ. Унтан хăй те Алимпипе пĕрле йĕме пуçларĕ.
Сасартăк çил хыттăн кашлама тапратрĕ, хурăн тăррисене лăстăр-лăстăр силлерĕ. Телефон пралукĕсем те хурлăхлăн ỹлесе макăрса ячĕç тейĕн. Юр вĕçтерме тапратрĕ. Кĕçех çывăхри хурăнсем те палăрми пулчĕç.
Хĕрсем нимĕн те асăрхамарĕç, çав-çавах хурăн хỹттинче макăрса тăчĕç. Халĕ тĕнче пĕтсен те, кунтах шăнса хытса вилсен те Алимпишĕн пурпĕрех… Вăл хăйне тĕлĕкри пек туйрĕ.
— Çил-тăвăл алхасса кайиччен яла çитсе ỹкер, — терĕ Валя, Алимпие хулран тытса.
— Ниçта та каяс килмест манăн…
— Çук, çук, Алимпи, атя, утар! Çул çинче калаçăпăр…
— Чим-ха, ан васка, — терĕ Алимпи. — Халех…
Вăл кĕсйисене хыпашларĕ. Маларах ăнсăртран чикнĕ хачча кăларчĕ те унăн вĕçĕпе хурăн çине «Иван» тесе çырни çумне «паттăр» тесе хушса хучĕ…
ххх
Совет халăхĕ ылханлă фашиста хирĕç малаллах çапăçрĕ. Алимпи хăйне хăй ĕçпе кăна лăплантарчĕ — ĕçре анчах хуйхă манăçа юлать пек.
Ĕçне вăл, чăн та, виçĕ çыншăн та ĕçлерĕ. Унăн хăйĕн хĕрỹ ĕçĕпе Иваншăн тавăрасси, Аслă Çĕнтерĕве частарах çывхартасси килчĕ.
Унăн тăрăшулăхне асăрхамасăр хăвармарĕç. Сăр шывĕ патĕнче лайăх ĕçленĕшĕн Шупашкара чĕнтерсех «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса чысларĕç. Çакă унăн чĕрине çĕклентерчĕ: епле хаклама пĕлеççĕ иккен çыннăн ĕçне! Аякри ялта хуйхăрса пурăнакан чăваш хĕрне те манман!
Шупашкартан каялла таврăннă чух çул çинче ăна хĕрĕнкĕрех Караçăм, райпо приказчикĕ, хăваласа çитрĕ. Çул тăршшĕпех вара Алимпие хăй ăна тахçантанпах юратни, ăна халех качча илме хатĕрри çинчен пакăлтатса пычĕ.
Алимпи ăна хирĕç сăмах хушманнине кура:
— Эсĕ ытлашши ан пысăклан, Алимпи, — терĕ Караçăм.
— Хăш тĕслĕхре куртăн эпĕ пысăкланнине? — ыйтрĕ Алимпи.
— Мĕншĕн эппин манпа калаçмастăн?
— Мĕн калаçасси пур манăн санпа? — терĕ Алимпи ывăнчăклăн.
Шăпах хурăнсен тĕлне çитнĕччĕ вĕсем вăл вăхăтра. Пĕр ỹркенмесĕр Алимпи Караçăма хайхи хурăн патне çавăтса илсе пычĕ те «Иван паттăр» тесе çырнине кăтартса çапла каларĕ: «Куратăн-и? Эпĕ ăна юратнă, урăх мана никам та кирлĕ мар. Çавăнпа эс мана паянхи сăмахусене урăх нихçан та ан кала».
— Ара, Алимпи вăл вилнĕ вĕт-ха!
— Пурпĕрех. Вилнĕ пулсан та эпĕ ăна нихçан та манмастăп, вăрçăра вилнĕ савнине сан пек йĕкехỹрепе улăштармастăп.
— Урăхла сăмах çук-и санăн мана валли, Алимпи?
— Çук. Пулма та пултараймасть.
ххх
Вăрçă чарăннă! Вăрçă пĕтнĕ! Фашистла Германи парăннă. Аслă Çĕнтерỹ çитрĕ. Халăх савăнать. Пур çĕрте те хут купăс сасси, хавассăн юрлани, ташлани илтĕнсе анчах тăрать. Çак савăнăçа тăватă çул ытла кĕтмелле пулчĕ-çке!
Вăрçă пĕтрĕ. Çапах та çак мирлĕ пурнăçшăн вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунисем киле таврăнас çук. Хаклă, çывăх, юратнă çын, вăл вилнĕ пулсан та, нихçан та асран тухмасть. Ан тив, сывă юлнисем чипер таврăнччăр, çынсем савăннине курса, Алимпи хăйĕн юратнă Иванне асра тытнипе чĕрине йăпатса пурăнĕ. Хăйĕн хуйхине çапла пусарса вăл çĕнтерỹшĕн, сывă таврăннисемшĕн савăнчĕ.
…Мирлĕ вăхăт пуçланчĕ. Юхăннă çĕршыва ура çине тăратмалла. Каллех, яланхи пек, хĕвелпе пĕрле ĕçе тухаççĕ колхоз хĕрĕсем. Шăкăл-шăкăл калаçса кашни хăйĕн чĕри патĕнчи шухăшсене уçать. Куллен кĕтнĕ савăнăç куç умне туха-туха тăрать: ĕнерхи салтаксем тăван колхоза таврăнаççĕ. Алимпи пуриншĕн те савăнчĕ, пуринпе те кăмăллă пулчĕ. Тепĕр чух çеç, чĕрене темĕнле тунсăх пусса илсен, вăл вăрман хĕррине, хурăнлă çул çине тухса юрăсем юрласа чунне пусарать. Паллах, çамрăк чунĕ тем кĕтет ĕнтĕ. Сỹннĕ шанчăкĕшĕн вĕри чĕри ырататех. Мĕн кирлине вăл хăй те ăнланмасть. Таçтан-таçтан, инçетрен такам килсе тухас пек, вара хăйне ăшă сăмах калас пек туйăнать ăна.
ххх
Пĕрре, хĕвел анаспа, Алимпи хиртен таврăнчĕ те хăйсен килĕ умĕнчи пĕренесем çинче салтак тумтирĕ тăхăннă каччă ларнине курчĕ. Унăн кăкăрĕ çинче, шỹлкеме çакнă пекех, орденсемпе медальсем йăлтăртатаççĕ.
— Васильева Олимпиада эсĕ мар-и? — ыйтрĕ вăл, Алимпи çывхарсан ура çине тăрса.
— Эпĕ-çке, — тĕлĕннипе шăппăн кăна каларĕ Алимпи.
— Апла пулсан — паллашар. Эпĕ — Алексей. Йĕлмекассисем, сирĕн ялти Иван Горбачовăн чи çывăч тусĕ пулнăскер. Эпир унпа Мускав патĕнче пĕрле çапăçрăмăр.
Вĕсем пỹрте кĕчĕç. Алимпи хăнана тĕпелелле ирттерсе лартрĕ. Хăй çав тери пăлханчĕ…
— Епле вилчĕ вăл, каласа парăр мана, — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Алимпи.
— Сан çинчен эпĕ тахçанах пĕлетĕп, — пуçларĕ хăна хăй сăмахне. — Ваня сана ялан аса илетчĕ. Пĕр атакăра ăна харăсах тăватă фашист тапăннă пулнă. Виççĕшне вăл чиксе пăрахнă, анчах тăваттăмĕшĕ хăйне хыçалтан пырса чикнĕ. Çав тăваттăмĕшне эпĕ чупса çитсе персе антартăм. Ваньăна лешĕ вилмеллипех амантнăччĕ. Вилес умĕн темиçе сăмах çеç калама ĕлкĕрчĕ: «Манăн Алимпи патне кĕрсе тух… Эпĕ ăна чунтан юратрăм… Пĕччен ан хăвар ăна çак пурнăçра, уншăн ĕмĕрлĕх тĕрек пул», — терĕ те, вара урăх унăн сывлăшĕ тухмарĕ.
Алимпи пит çăмартийĕсем тăрăх çут шăрçа пек шултра куççульсем юхса анчĕç.
— Эпĕ сана макăртас теменччĕ, каçар, — терĕ салтак.
— Çук, эсĕ мана ан пăх, иртет вăл, — терĕ Алимпи, куççульне çăтса.
Часах Алимпи амăшĕ, хăйсем патне мĕнле çын килнине пĕлсе, сĕтел çине ăшаланă çăмартапа чăкăт пырса лартрĕ. Нумайччен калаçса ларчĕç вĕсем виççĕн сĕтел хушшинче. Иван çинчен пĕтĕмпех пĕлчĕç. Чăн та паттăр пулнă иккен вăл, чăн та илемлĕ хĕрĕн юратăвне тивĕçлĕ çын пулнă.
— Тавтапуç сире, кĕтмен хăна пултăм, — терĕ Алексей юлашкинчен, тухса каяс шутпа ура çине тăрса. — Сывă пулăр тепре куриччен, — Алимпипе амăшĕн аллисене тыта-тыта çирĕппĕн чăмăртарĕ вăл.
Унтан кутамккине çурăм хыçне çакрĕ те алăк патнелле утрĕ. Алимпи ăна урама тухса, униче хапхи патне çитичченех ăсатрĕ.
— Иван пекех çирĕп, илемлĕ те вăйлăскер, — шухăшларĕ Алимпи, ун çине хыçалтан пăхса юлса.
Çак пулăм хыççăн тепĕр эрне иртрĕ. Колхоз хирĕнче хĕрсех ĕç пыратчĕ ун чух. Каллех пĕр каçхине Алимписем патне Алексей пырса кĕчĕ. Вăл мĕншĕн килнине Алимпи малтанах ăнланса илеймерĕ… Анчах çакăн хыççăн Алимпипе Алексей хушшинче пысăк туслăх пуçланчĕ. Пуçланчĕ те — кирлĕ пек вĕçленчĕ, вĕсем часах туй турĕç…
Çав тери кĕтмен çĕртен пулчĕ ку.
Алимпи майĕпе уçăлчĕ. Иван вилес умĕн те хĕр çинчен шухăшласа хăйĕн çывăх тусĕнчен хĕре упрама ыйтнă, вĕсене пĕрле пулма пилленĕ? Таса чĕреллĕ Алимпие ырă çынпа çăмăл пуласса шаннă вăл.
Ĕнтĕ вăрçă пĕтни иккĕмĕш çул çине кайрĕ. Пĕр ирхине, кăвак шуçăм тап-таса çуталса хăпарнă чух, ешĕл улăх çутă кĕмĕл сывлăмпа йăлтăртатса тăнă вăхăтра, Алимпин ывăл ача çуралчĕ. Çак пĕчĕк çеç çĕнĕ çын, телейлĕ ĕмĕр çынни, çав тери таса, сывă та мăнтăркка пулчĕ.
— Иван, манăн паттăр Иванăм, — терĕ Алимпи ывăлне кăкăрĕ çумне пăчăртаса…

