Ĕлĕк, чир-чĕртен сыватас тенĕ чухне, юмăçсемпе сиплевçĕсем вĕрỹ-суру сăмахĕсемпе анлăн усă курнă.
Мешехен ăнăçăвне вĕсем тĕрлĕ числопа çыхăнтарнă. «Хăватлă» хисепсен шутне 3, 7, 9 е 77, 99 кĕнĕ. Ĕнтĕ халĕ кусен пĕлтерĕшĕ çуках.
Çапах та пачах «çук» тесе те калас килмест. Хуласенчи «Супермаркет» текен е округри пысăк лавккасене кĕрсен пĕтĕм тавар умĕнче мĕн куратпăр? Çапла, хакĕсене. Вĕсен пĕр пеклĕхне асăрханă-и тата? Пĕтĕм япалана тенĕ пек 9 цифра çавăрса илнĕ.
Елчĕкри «Магнит» универсам хăй патне магнит пекех туртнăран, унти «асамлă» цифрăпа ятарласа паллашас кăмăл çуралчĕ. Акă: лаша тушенки 299 тенкĕ те 99 пус, «Блендамед» шăл пасти 289 тенкĕ те 99 пус, хут ленти те, сысна ашĕн тушенки те — 199 тенкĕ те 99 пус. «Нюх-нюх» продукцине 26 процент йỹнетнине палăртнă.
Куратăр: хакĕсене çỹлелле хăпарма пĕр пус çитмест. Вĕсене тухатланă тейĕн, алăсем çавăнтах пыраççĕ.
Пĕр килнине кура «Молоко Алексеевское» 650 грамлă çăратнă сĕт туянас терĕм. Сентре çине çырса хунă хакĕ — 139 тенкĕ те 99 пус. Унтах 26 процент «скидка» тесе çирĕплетнĕ.
Тавара илсе касса патне пытăм. Сутуçă манран 219 тенкĕ те 99 пус илчĕ. Эпĕ витрина çинчи урăх сумма пирки пĕлтерсен: «Хакĕ улшăнсах тăрать», — терĕ нимĕн пулман пекех. Манран 80 тенкĕ ытларах сăптăрни хайхи «скидка» текенни пулмарĕ-ши?
«Магнитра» тавар хакĕсемпе çапла выляннине маларах та илтнĕ-ха. Хальхинче хам çинче тĕрĕслесе пăхас килчĕ.
Раççей Федерацийĕн 1992 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнчи 2300-1 номерлĕ «О защите прав потребителей» законĕн 10-мĕш статйинче тата Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕн 494-мĕш статйинче тавара сентре çинче кăтартнă хакпа сутмаллине, ман тĕслĕхри пек ỹстерсе сутнă пулсан, укçине тавăрса пама тивĕç. Эпĕ, паллах, чĕрре кĕрес темерĕм.
«Магнит» пысăк лавккара ĕçлекенсен çỹлерех асăннă саккуна уçса вуласан питĕ усăллă пулма кирлĕ. Уйрăмах 10-мĕш статьяна…
Н.ГАВРИЛОВ.

