Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шалу хушăннă пулсан та…

Шалу хушăннă пулсан та…

Ĕç укçи калăпăшĕ ĕçлекен кашни çыннах интереслентерет.

Республикăра кăрлач-çу уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 63,6 пин тенке çитнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 14 процент пысăкрах. Шалу енĕпе компьютерсен, электрон тата оптика хатĕрĕсен отрасльне çитекен çук: унта уйăхри вăтам ĕç укçи 108 пинрен иртнĕ. Çавăн пекех информаципе çыхăну сферинче ку тĕлĕшпе аван — 98 пин, финанс тытăмĕнче те лайăх лару-тăру — 89 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.

Чылай округпа хулара ĕç укçи самай хушăннă. Çапах ỹсĕм хăвăртлăхĕ нумай субъектпа танлаштарсан пысăкрах пулин те, республика шалу виçипе Атăлçи округĕнчи чылай регионтан кайра-ха.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code