Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ 2025 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче иртесси çинчен хаçатра маларах çырнăччĕ ĕнтĕ. Суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сасăлав виçĕ куна — сентябрĕн 12,13, 14-мĕшĕсенче пырать.
Республикăри парламент партийĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма кандидатсем тăратассине вĕçленĕ. Вĕсен йышĕнче çаксем: Олег Николаев (хăй тĕллĕн тăратнă), Константин Степанов (ЛДПР), Владимир Ильин (Пенсионерсен партийĕ), Максим Морозов («Çĕнĕ çынсем» парти), Владимир Савинов («Симĕссисем» парти).

