Елчĕкри тĕп больницăра муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов ĕç коллективĕпе тĕл пулнă.
Юрий Алексеевич регионăн иртнĕ пилĕк çулхи экономика тата социаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, çавăн пекех округра хăй тỹрремĕн хутшăннипе ĕçе кĕртнĕ проектсемпе паллаштарнă. Леонард Васильевич округри ĕç-хĕле тишкернĕ. Вăл палăртнă тăрăх, планра 1 драйвер, 91 инфратытăм, 9 инвестици проекчĕ.
Тĕл пулăвăн «Ыйтусемпе хуравсем» пайĕ те пухăннисенче пысăк кăсăклăх çуратнă.

