Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă тỹлеве тивĕçнĕ

Социаллă тỹлеве тивĕçнĕ

Чăваш Енри 12 çемье «Ял территорине комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программипе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе социаллă тỹлеве тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле сумма 34,6 миллион тенкĕпе танлашать.

Çак пулăшăва Канаш, Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Йĕпреç, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк тата Тăвай округĕсенче пурăнакансем тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, программăна хутшăнакансем пурте ялта пурăнаççĕ, агропромышленность комплексĕнче, социаллă сферăра тата ветеринари организацийĕсенче ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче кассирсем, воспитательсем, библиотекарьсем, электромонтерсем, вĕрентекенсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, пахча çимĕç çитĕнтерекенсем, сутуçăсем, дояркăсем, водительсем, поварсем, фельдшерсем, трактористсем тата ыттисем те пур.

Ялта ĕçлесе пурăнни çак пулăшăва тивĕçмелли чи лайăх услови шутланать. Ведомство кăтартăвĕ тăрăх, 2020 çултанпа 191 çемье асăннă программăпа çурт-йĕрлĕ пулнă.

Сăмах май каласан, асăннă программăна республикăн Министрсен Кабинечĕ 2019 çулта çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем — Чăваш Енри пĕтĕм халăх йышĕнчи ял çыннисен пайне 35 процентран кая мар сыхласа хăварасси, ял тата хула хуçалăхĕн уйăхри вăтам ресурссен шайлашăвне 97 процента çитересси, ял тăрăхĕсенчи пурăнмалли хăтлă çуртсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн тỹпине 50 процент таран ỹстересси.

Проект условийĕсем пирки тĕплĕнрех территори пайĕн администрацийĕсенчен ыйтса пĕлмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code