Елчĕк муниципалитет округĕнче «Сывлăх патне — утăм» проекта халăх активлă хутшăнать. Ăна пуçарса янăранпа тухтăрсем вырăна 5 хут тухса пурĕ 800-е яхăн çынна тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче юн пусăмĕ хăпарнă, холестерин шайĕ пысăк пулнă, глюкоза шайĕ хăпарнă, куç пусăмĕ ỹснĕ тата ытти тĕслĕхсене тупса палăртнă. Чылай пациент тĕлĕшпе хушма тĕрĕслев ирттерме палăртнă.
«Сывлăх пункчĕсен» графикне сăнасах пырар: халăх сывлăхне тĕрĕслессипе çыхăннă мероприятисем июлĕн 24-мĕшĕсенче 10-15 сехетсенче Лаш Таяпа ялĕнче, июлĕн 26-мĕшĕнче 8-12 сехетсенче Елчĕкри пасар территорийĕнче, июлĕн 31-мĕшĕнче 10-15 сехетсенче Яманчỹрел ялĕнче иртĕç.

