Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

— Çулталăкăн хăш кунĕнче типпе уйрăмах хытă тытмалла? Вăл кунсене мĕнле ирттермелле?

— Уйрăмах хытă тытмалли, çирĕп уямалли типĕсем çулталăкра иккĕ: Аслă типĕ тата Турă Амăшĕн типпи (вырăсла — Успенский пост). Аслă типпĕн малтанхи эрнинче юнкун, эрнекун, шăматкун тата чĕрĕлнĕ кун (вырсарникун) кăна апат çиеççĕ. Юнкун тата эрнекун татăк çăкăр çимелле те пĕр курка шыв çеç ĕçмелле. Шăматкунпа вырсарникун пĕçернĕ апат çиме юрать. Аслă типпĕн юлашки эрнине те çаплах ирттермелле: Аслă Эрнекунпа Аслă Шăматкун — типпе пит уямалли кунсем. Христос çуралнă умĕнхи кун та — типпе хытă тытмалли кун. Ун чухне апат кăнтăрла иртсен 4 сехетре çеç çиме юрать. Турă умĕн килнĕ Иоанăн пуçне каснă кунхине те типĕ тытмалла, апата типĕлле, çу ямасăр çимелле. Çав кунсенче этем апатран çеç чаруллă пулмасть, чĕлхине те, куçне те чарса пурăнать: чĕлхине ытлашши сăмахлама, куçне кирлĕ мар япаласем çине пăхма памасть. Упăшкипе арăмĕн çывăх пуласран сыхланмалла. Типпе чуншăн та, ỹтшĕн те пĕр пекех тăрăшса тытмалла.

— Йывăр çын хĕрарăмсен, ача ĕмĕртекен амăшĕсен типĕ тытмалла-и?

— Апостолсен йĕрки тăрăх, Аслă Типĕре çуратнă амăшĕ типĕ тытмасан та пултарать. Вăл, вăй илес тесе, мĕн çиме кăмăл тăвать — çавна çиет. Хĕрĕх кун иртнĕ хыççăн вара кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсем те типĕ тытма пуçлаççĕ. Йывăр çын арăмсен типпе уйрăмах тăрăшса тытмалла, вара вĕсем çуратнă чухне асап сахалтарах кураççĕ.

— Манăн анне чирлет. Апата эпĕ хатĕрлетĕп, эпĕ типĕ тытнăран унăн та çак йĕркене пăхăнма тивет. Çавна пула эпир час-часах хирĕçсе каятпăр. Тен, унăн типĕ тытмалла та мар?

— Кронштадт Иоаннĕн амăшĕ питĕ хытă чирлесе ỹкнĕ пулнă. Тухтăрсем ăна чăх шỹрпи çиме хушнă. Ку вара типĕ вăхăтĕнче пулнă. Вăл тухтăрсене çапла каланă: «Эпĕ хамăн ĕмĕрте типпе нихăçан та пăсман. Мана Турă пулăшмасан, чăх яшки те пулăшаймĕ», — тенĕ. Ĕненнине кура ăна Турă пулăшнă. Типпе нихăçан та уямасăр тăма юрамасть. Сывлăха тутлă апат-çимĕç памасть, сывлăха Турă парать. Санăн аннỹ те типĕ тытса пурăнтăр.

— Типĕ вăхăтĕнче эрех ĕçме юрать-и?

— Эрехе аш-пăшран, сĕт-çуран, çăмартаран туса хатĕрлемеççĕ. Вăл типĕ апатсен шутне кĕрет.

Халĕ эрех ĕçсе иртĕхекен çын пит нумайланса кайрĕ. Паян эпир «апат анмалăх» ĕçетпĕр, тепрехинче мухмăр уçма пуçлатпăр. Эрех ĕçнинчен хăпма пит йывăр. Ĕçес килсех тăрать пулсан, ĕçкĕ иртекен вырăнсенчен айккинерех тăмалла. Праçниксенче ĕçме юрать, анчах виçине пĕлмелле. Унччен эрех ĕçсе асап курнă çынсен аллисене черкке енне тăсмасан тата авантарах!

Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит.

(«Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен» кĕнекерен).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code