Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватăсемшĕн питĕ меллĕ

Ватăсемшĕн питĕ меллĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проекта анлă çул пани питĕ пысăк пулăм.

«Сиплевçĕсен ырă утăмĕ» тесе та палăртас килет çак акцие, мĕншĕн тесен çынсем патне хăйсем пыраççĕ вĕсем. Елчĕкре кăна, тĕслĕхрен, мобильлĕ ушкăн культурăпа кану паркĕнче, пасар территорийĕнче халăха йышăннă.

Тĕп больница специалисчĕсем пĕр кунĕнче эпир пурăнакан Андреев урамĕнче те (халăхра «Ырсамай» теççĕ) пулчĕç. Пирĕншĕн, ватăсемшĕн, питĕ меллĕ çакă — поликлиникăна каймасăрах сывлăха туллин тĕрĕслеттерме май пур. Уçă сывлăшра, черет кĕтсе ларасси те çук.

Вăл кун кăна 106 çын тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнине пĕлтĕмĕр. Медицина ĕçченĕсене хăйсене те çирĕп сывлăх сунатăп.

Римма ТЕЛЛИНА,
ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code