Елчĕкри культура керменĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе черетлĕ ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ.
Унта пулнисем, хăйсен тỹпине хывнă май, чăваш эстрада юрăçисен юррисемпе киленчĕç, пĕрле те шăрантарчĕç. Артистсем, Алексей Иванов конферансьене шута илмесен, пурте хамăрăн округран тухнăскерсем. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Алексей Московскипе Алексей Шадриков, Надина, Ульяна, Данила Зайцев, Юрий Кашкăр, Вениаминпа Наталия Муллинсем, «Икĕ тус» дуэт икĕ сехетлĕх уяв парнелерĕç куракансене. Çамрăксен «Тарават» фольклор ушкăнĕ те яланхиллех хăйĕн «маркине» çỹлте тытрĕ.
Ыркăмăллăх концертне курма килни вăл — сцена ăстисене хисеплени те. Вĕсем, тỹлевсĕр пархатарлă ĕç пурнăçланисĕр пуçне, пулăшу пухмачне хăйсем те укçа-тенкĕ хыврĕç. Çавна май артистсене тата хăш-пĕр хастара округри «ZOV-Яльчики» обществăлла пĕрлешĕвĕн Тав çырăвĕсемпе чыслани питĕ вырăнлă.
Вырăс çĕрĕсене нацистсенчен тасатасси, Çĕнтерĕве çывхартасси пиртен те килет. Кунтах иртнĕ пĕрремĕш концертра, ас тăватпăр, халăх лăк тулличчĕ. Ун хыççăн чакса пычĕ. Хальхинче, тăваттăмĕшĕнче, çын залра çурри ытларах кăна пуçтарăннăччĕ. Николай Муллин волонтер хаçатăн иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнчи интервьюра обществăлла корреспондента каланинчен: «…Пирĕн округран мобилизаци йĕркипе кайнă виçĕ ача ашшĕ, «Крот» ятпа вăрçăра çỹрекенскер, çапла калани асран тухмасть: «Çынсем ывăнчĕç те пулĕ, чи кирли — эпир ывăнар мар».
Чăнах та ывăнтăмăр-ши? Ывăнмалла мар! Пирĕн пулăшу салтаксене, чи малтанах, мораль тĕлĕшĕнчен çирĕплĕхре тăма кирлĕ.
Округри культура керменĕнче цирк таврашĕ пулассине, калăпăр, такам та пĕлет: реклама сарас енĕпе анлă усă курнăран. Электричество юписене те ĕçе кĕртеççĕ ун пек чухне.
Пирĕн тĕслĕхре концерт пулассине телеграм-каналсенче вырнаçтарсах пычĕç-ха. Учреждени умĕнче афиша пурччĕ. Çав вăхăтрах округ центрĕнчи 5-6 ятарлă стенд çине мĕншĕн вырнаçтармалла пулман пĕлтерĕве? Тепĕр чухне ĕç коллективĕсен ертỹçисен витĕмĕ те кирлĕ пек туйăнать.
Н.ФЕДОРОВ.

