Куславкка округĕнче çарпа истори клубĕсемпе шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «Чикĕре» фестивалĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

Фестивале Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çитсе курнă. «Ку фестиваль пире асаттесемпе асаннесен паттăрлăхне асра тытма пулăшать. Унта хутшăнакансен шучĕ çуллен пысăкланать, унăн пĕлтерĕшĕ те ỹссе пырать. Чăваш Ен Правительстви шырав отрячĕсене грант парса хавхалантарать, уйăрнă укçапа вĕсем музейсем йĕркелеççĕ. Шыравçăсен ĕçĕ ăрусен çыхăнăвне вăйлатать», — палăртнă регион ертỹçи.
Палăртма кăмăллă. Кỹкеçри интернат шкулта ĕçлекен Валерий Галямин тата Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Енейкин корреспондент ертỹçĕ аллинчен шырав ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн РФ Оборона министерствин паллине тивĕçнĕ.
Олег Алексеевичпа «Воин» центр инструкторĕ Григорий Васильев çамрăксемпе тĕл пулнă. Сумлă хăнасем «Воин» центр тата «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проект çинчен каласа кăтартнă.
Фестиваль вĕçĕнче çарпа истори клубĕсен хастарĕсем Хĕвел тухăç Пруссире 1945 çулта иртнĕ çар операцийĕн пĕр çапăçăвне сăнарланă. Унта стрелоксен 139 тата 324-мĕш полкĕсем те хутшăннă.

