Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырла пухма чĕнеççĕ!

Çырла пухма чĕнеççĕ!

Чăваш Республикинче кăçал та Çырла фестивалĕ пуласса пĕлтернĕ. Вăл августăн 16-17-мĕшĕсенче иртет.

Чăваш Енри Çырла фестивалĕ фермерсемпе пахча çимĕç ăстисене пĕрлештерме, вĕсене пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕпе паллаштармалли чи лайăх мел пулса тăма тивĕçлĕ.

Çирĕплетнĕ программăна тишкерес пулсан та, фестиваль анлăн кĕрлесе иртессе шантарать. Кунта вырăнти фермерсем хăйсен пахчисенчен тин татнă çырла ярмăрккине йĕркелеме, çырла туса илессипе аграри тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене кăтартма, çырла туса илессинчи, ял хуçалăхĕнчи тата ландшафт дизайнĕн ертсе пыракан эксперчĕсем хутшăннипе уçă лекторисем, çемьесем валли кулинари тата флористика енĕпе мастер-классем ирттерме палăртнă.

Ачасем валли те кăсăклă программа туса хатĕрленĕ. Концерт сцени çинче чăваш тата вырăс эстрада юрăçисем, халăх ансамблĕсем, ташă коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

Çырла фестивальне пырса курма кăмăллакансене çак адреспа кĕтеççĕ: Шупашкар хули, Машиностроени проспекчĕ, 1-мĕш стр., 16. Пырса курăр! Пурне те хапăл туса кĕтеççĕ!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code