Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аш-какай туса илнĕшĕн — пысăк пулăшу

Аш-какай туса илнĕшĕн — пысăк пулăшу

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ мăйракаллă шултăра выльăх ĕрчетекенсене тата ăна аш-какай валли самăртакансене субсиди уйăрассин программине улшăнусем кĕртессине ырласа йышăннă.

Инна ВОЛКОВА,Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ:

— Мăйракаллă шултăра ĕне выльăх ĕрчетекен фермерсене субсидипе тивĕçтерес тĕллевпе çирĕплетнĕ программа пирĕн регионта 2023 çулта вăя кĕнĕ. Асăннă мера Чăваш Енри тавар туса кăларакансемшĕн курăмлă пулăшу пулнине курса ĕненетпĕр. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенĕн çак ĕçсене йĕркелесе пыма нумай тăкакланма тата çĕршывра апат-çимĕç суверенитетне тивĕçтерессине шута илсе республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшỹллĕн, 2025 çулта та асăннă программăна сыхласа хăварма палăртнă.

Малашне вырăнти тавар туса кăларакансем хăйсем туса илнĕ аш-какая республика тулашне сутсан та финанс пулăшăвне илме пултараççĕ. Малтанхи вăхăтра хамăр республикăра сутнă чĕр таваршăн анчах субсиди илме пулнă. Халĕ фермерсем хăйсем туса илнĕ продукцие кỹршĕллĕ регионсенчи рыноксене, çавăн пекех федераци пĕлтерĕшлĕ суту-илỹ точкисене те ăсатма пултараççĕ. Çакă вĕсене малашне чĕр тавара вырнаçтарассинчи çĕнĕ майсене уçма пулăшмалла.

Асăннă программăпа килĕшỹллĕн 2025 çулта субсиди тỹлеме 44,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутран 3 хуçалăха пурĕ 4,6 миллион тенкĕ (вĕсенче 232 тонна аш-какай туса илнĕ) парса пулăшнă та. Çулталăк вĕçлениччен палăртнă субсидипе 2 тоннăран кая мар ĕне ашĕ туса илекен тата 62 предприятие тивĕçтермелле.

Çак мерăсене апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетес, вырăнта выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илекенсене хавхалантарас, республикăра конкуренцие юрăхлă продукци туса кăларас тĕллевпе йышăннă. Ку чухне республикăра аш-какай туса илессин кăтартăвĕсем анлăланас тата агропромышленность комплексĕ тивĕçлĕ шайра аталанас шанăç ỹсет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code