Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тротуарсем тăваççĕ

Тротуарсем тăваççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсемпе картишсен территорийĕсене илсе çитерекен тротуарсене юсасси тата хута ярасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çакă çуран çỹрекенсен маршручĕсен пахалăхне тата хăрушсăрлăхне ỹстерме май парĕ».

Регион Пуçлăхĕн — Олег Николаевăн пуçарăвĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсемпе картишсемпе общество территорийĕсене илсе çитерекен палăртнă вырăнсенче тротуарсем тăвас е вĕсене юсаса йĕркене кĕртес тĕлĕшпе малтан çирĕплетнĕ республикăри патшалăх программине улшăнусем кĕртнине ырламалла. Хальхи вăхăтра ку енĕпе округ центрĕнче те анлă ĕç пуçарса янă. Вырăнти «ДПМК «Яльчикское» ОООри строительсем Елчĕкри Северная урамра автомобильсем иртекен асфальтлă çул хĕррипе тротуар (пурĕ 1,3 çухрăм пулмалла) сараççĕ тата çĕрлехи вăхăтра çула çутатмалла тăвассипе (0,900 çухрăм) тимлеççĕ. Палăртнă проект 2 çулта вăя кĕмелле. Кăçал 9 миллион та 900 пин тенке яхăн, 2026 çулта 10 миллион та 700 пин тенке яхăн укçа-тенке ĕçе кĕртмелле.

Олег Николаевăн пуçарăвĕпе уйăракан тĕллевлĕ хушма укçа-тенкĕпе усă курса çавăн пекех Çĕнĕ Пăва тата Аслă Шăхаль ялĕсенче 1,5 çухрăм чухлĕ тротуар сарма, çула çĕрлехи вăхăтра çутатмалла тума палăртнă. Ку объектри ĕçе кăçалах вĕçлемелле. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсемпе картишсемпе общество территорийĕсене илсе çитерекен вырăнсене тротурсем сарни, çĕрлехи вăхăтра çутă çутни çуран çỹрекен çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет, паллах, вĕсен пурнăçне те хăтлăлатать…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code