
Аслă Пăла Тимеш территори пайĕ пултаруллă та тава тивĕçлĕ çынсемпе палăрса тăрать. Çакна 2022 çулта ялта Геройсен аллейине уçни те çирĕплетет. Елчĕк округĕнчи тăхăр Социализмла Ĕç Геройĕнчен 8-ĕшĕ пирĕн тăрăхра ĕçлесе палăрнă, вĕсенчен 6-шĕ — Аслă Пăла Тимешрен. Ялта Тăван çĕршывăн пысăк та сумлă ытти наградисене тивĕçнĕ çынсем те нумаййăн. Вĕсенчен пĕри — Василий Николаевич Диомидов, пурăннă пулсан ĕнер 100 çул тултаратчĕ.
Василий Вера Клементьевнăпа Николай Алексеевич Диомидовсен иккĕмĕш ачи. Аслă Пăла Тимешри пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн Кушкăри 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Ăна пĕтернĕ вăхăтра Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхра, пĕтĕм çĕршыври пекех, пурте фронтшăн ырми-канми ĕçленĕ. Арçын шутне çеç кĕрсе пыракан çамрăк Ваçук колхозра аслă ăрури çынсемпе тан ĕçленĕ. Пĕрремĕш кунсенчех вăрçа кайнă ашшĕ 1942 çулхи апрельте хыпарсăр çухални çинчен çыру килет. Ашшĕн тăван шăллĕсем те — Андрей, Степан, Леонид тăшмана хирĕç тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă.
1942 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче 17 çулхи çамрăка та Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Канашри чугун çул вокзалĕнчен çамрăксене Владимир, Орехово-Зуево урлă Шуя хулине илсе çитереççĕ. Кунта вĕсене 120 мм минометпа ĕçлеме вĕрентеççĕ. Вĕрентỹ вĕçленнĕ хыççăн В.Диомидов Калинин фронтĕнчи стрелоксен 19-мĕш гварди дивизийĕн 61-мĕш гварди полкне лекет. Великие Луки патĕнче 11 кун хушши техникăпа ĕçлеме ятарласа вĕрентнĕ хыççăн «Птахинская» сăрчĕшĕн пыракан çапăçусене, Ельня шывĕ урлă каçнă çĕрти çапăçăва хутшăнать. Юхан шыв урлă каçнă вăхăтра нимĕçсем питĕ хытă хирĕç тăнă пулсан та вĕсем Духовщина хулине ирĕке кăларма пултарнă. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пыракан вăрçăн кашни утăмĕ, кашни çухрăмĕ йывăр çапăçусемпе çухатусемсĕр пулман. Василийăн юлташĕсем те нумайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Духовщинăшăн пынă çапăçура ентеше уринчен амантнă, унта паттăрлăх кăтартнăшăн «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.
Лихославль, Иваново хулисенчи госпитальсенче сывалнă хыççăн 1-мĕш Прибалтика фронтĕнчи стрелоксен 145-мĕш запасри полкне лекет. 1945 çулхи 11-мĕш апрельте Кенигсберг хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура сытăм аллинчен амантаççĕ. Кунта салтака иккĕмĕш хут «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă. Çĕнтерĕве паттăр салтак Хĕвел тухăç Пруссире кĕтсе илнĕ. Вăрçă чарăнсан вĕсен чаçĕ Балтийск хулинче тăнă.
Василий Диомидова демобилизаци йĕркипе 1947 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче çеç тăван яла çаврăнса çитме май пулать. Ĕнерхи салтак çанă тавăрсах колхозри ĕçсене хутшăннă. Вăрçă хыççăн самани йывăр пулсан та пурнăç малаллах шăвать. Ăна тепĕр эрнеренех Ворошилов ячĕллĕ колхозăн 2-мĕш бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Ĕнерхи фронтовик кунта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартать, бригадăна ăнăçлă ертсе пырса малтисен ретне кăларать.
1959 çулхи ноябрь уйăхĕнче колхоз правленийĕ Василий Николаевича Аслă Пăла Тимешри ĕне фермине ертсе пыма шанать. Таврари 10 яла пĕрлештерсе чăмăртаннă «Победа» колхозăн 5-мĕш комплекслă бригадăри ĕне фермин коллективне вăл 1982 çулччен ертсе пырать. Пысăк хавхаланупа ĕçлет вăл кунта. Коллективпа пĕр чĕлхе тупса ĕне выльăх шутне, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстерес тесе нумай тăрăшать. 1959 çулта ĕне выльăх шучĕ 300 пуçа яхăн пулнă пулсан, 10 çул хушшинче фермăри мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 1000 пуçа, вăл шутран сăвăнакан ĕнесем 330 пуçа çитнĕ. Вăл ĕçленĕ вăхăтра сĕт, аш-какай туса илессин кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма пултарнă. Çав вăхăтрах çĕнĕ витесем, тымар çимĕç тата тырă хумалли путвал тăвас, ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем туса пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче «Победа» колхозăн ĕне ферми коллективĕн ĕçне районта çеç мар, республикăра та пысăк хак панă. Ĕне сăвакансенчен нумайăшĕ «Республикăри чи лайăх доярка» ята тивĕçнĕ. Василий Николаевичăн пултарулăхне те пĕр хутчен мар «Республикăри чи лайăх ферма заведующийĕ» ят парса хакланă.
Хуçалăхри обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Хăйĕн пултарулăхĕпе, тараватлăхĕпе ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ. 1949 çулта вăл ялти харсăр хĕрпе — Зинаида Терентьевна Бариновăпа — пĕрлешсе çемье çавăрнă. Надежда, Галина, Сергей, Николай, Геннадий, Роза, Ольăпа Вера йĕкĕрешсем тата Светлана çапла пĕрин хыççăн тепри çуралнă мăшăрăн. Вĕсене пурне те пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Тăван çĕршыв В.Диомидова нумай çул хастар, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ленин (1971), Октябрьти революци (1973), Хисеп Палли (1978), I Отечествăлла вăрçă (1985) орденĕсене парса чыс тунă. Бригадăна ăнăçлă ертсе пынăшăн, пысăк тухăçлă тыр-пул, кантăр туса илнĕшĕн, фермăри ỹсĕмсемшĕн Василий Николаевич Мускаври Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕсене 6 хут хутшăнма тивĕçнĕ. Пысăк кĕмĕл, Пĕчĕк кĕмĕл тата 4 бронза медальсемпе хакланă унăн ĕçне.
2005 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Василий Диомидов ĕçпе вăрçă ветеранне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров «Ока» çăмăл автомашина парса чыс тунă. Çак парне Василий Николаевичшăн çеç мар, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн те пысăк савăнăç пулнă.
Правительствăн çакăн пек пысăк наградисене илме тивĕç пулнисем нумаййăнах мар. Вĕсем чăннипех те чыс-хисепе тивĕçлĕ. «Ырă çын ырă ят хăварать», — теççĕ халăхра. Василий Диомидов 2014 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă пулсан та унăн ятне манса каймалла мар. Вăл хăй вăхăтĕнче тăнăç пурнăçшăн, пирĕн пуласлăхшăн вăрçă хирĕнче юн тăкнă, ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕ.
Владимир ПЛОТНИКОВ,
педагогика ĕçĕн
ветеранĕ.

