Шупашкар хули августăн 16-17-мĕшĕсенче 556-мĕш çуралнă кунне паллă тума хатĕрленет.
Кăçал уяв мероприятийĕсем валли виçĕ пысăк лапам — Юрă уйĕ, Мускав çыранĕ тата Хĕрлĕ тỹрем — уйăрнă. Кунсăр пуçне парксенче, нумай хутлă çуртсен картишĕсенче 40 ытла мероприяти ирттерме палăртнă.
Юрă уйĕнче йога занятийĕсем, баскетбол, самбо, дзюдо, спортăн ытти тĕсĕпе ăмăртусем, ăсталăх класĕсем йĕркелĕç. Çавăн пекех ГТО нормативĕсене пурнăçламалли площадка уçăлĕ. Кăçалхи çĕнĕлĕх — «Триколор — санăн хулара» проект. Вăл ачасемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕ.

