Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшỹллĕн çулсем çинчи хăрушлăха чакарассишĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ: тротуарсен хĕррисене, общество транспорчĕн чарăнăвĕсене çутă çитереççĕ, светофорсем вырнаçтараççĕ.
Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетме «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем» республика программипе килĕшỹллĕн йышăнакан мерăсем пулăшаççĕ. Маларах каçхинехи вăхăтра инкексем пулнă лаптăксене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра çул-йĕр строителĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ çулсен темиçе сыпăкĕнче пысăк ĕçсем йĕркелесе пыраççĕ.
Республикăри трассăсем çинче диодлă лампăсем вырнаçтараççĕ. Вĕсем янкăр çутă пулнăран водительсем çулсене те, çулсен хĕррисене те лайăх асăрхама пултараççĕ, çакă авариллĕ лару-тăрăва сирме май парать. Хальхи вăхăтра Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Муркаш, Тăвай, Етĕрне округĕсенчи регион пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе 25 çухрăм çула çутăпа тивĕçтермелле.
Палăртнă ĕçсене паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен стандартсемпе килĕшỹллĕн тата хăрушсăрлăх йĕркисене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Ку чухне ятарлă сертификатлă материалсемпе тата оборудованипе усă кураççĕ. Ĕçе çапла йĕркелени çутă тытăмĕсене нумай çул пахалăхлă тата шанчăклă ĕçлеме май парĕ. Çулсем çинчи ĕçсене çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерме палăртнă.

