Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр-аннемĕр тăрантарать, тумлантарать

Çĕр-аннемĕр тăрантарать, тумлантарать

Çĕр ĕçĕпе ĕçлесси нихăçан та çăмăл пулман. Патша самани вăхăтĕнче пушшех те йывăр пулнă, çавăнпа ун чухне ял çыннисене чухăнсем, пуянсем çине пайланă. Çĕр ĕçне лаша вăйĕпе, алă вăйĕпе пурнăçланине хальхи çынсем те пурте пĕлетпĕр.

Ун чухне те çынсем тĕрлĕрен пулнă: пĕрисем ĕçлеме юратнă, ĕçчен пулнă, теприсем наян пулнăран çĕр ĕçне пĕлсе йĕркелесе пырайман, чухăнлăхран тухайман. Асанне каласа панинчен лайăх астăватăп: Таяпа Энтри ялĕнче чи пуян çын Лявук пулнă. Вăл тырă туса илсе сутма, лайăх хакпа вырнаçтарма пĕлнĕ, пухăннă укçи-тенкине те тĕрĕс ĕçе кĕртнĕ — чухăн çынсен çĕрĕсене сутăн илнĕ. Нумай çĕр лаптăкĕпе усă куракан Лявук ял çыннисене çуллахи вăхăтра тара тытса ĕçлеттернĕ. Пирĕн асанне те ун патĕнче ĕçленине калатчĕ. Ĕçленĕшĕн те аван тỹленĕ, тет. Лявук хăй те питĕ ĕçчен пулнă, çуллахи вăхăтра ыйхине те сахал çывăрнă, никамран малтан хире тухса кайнă. Совет самани пуçлансан ăна кулак тесе йышăннă, анчах ссылкăна ярайман. Вăл совет влаçне хирĕç кайман, çĕрĕсене, лашисене те колхоза панă, ăслă çын пулнă тетчĕç.

Совет Союзĕ саланса кайнă хыççăн колхозсем юхăнчĕç, усă куракан çĕр лаптăкĕсем пушанчĕç — вĕсем никама та кирлĕ мар пулчĕç. Апла пулин те ялта пуçаруллă, çĕр ĕçĕнчен хăраман çынсем тупăнчĕç. Вĕсене фермер тесе ят пачĕç. Анатолий Васильевич Петров нимрен те хăрамарĕ, чи пысăк çĕр лаптăкĕсене арендăна илсе хăйĕн хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе яма пултарчĕ. Хальхи вăхăтра та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Ытти фермерсем те маттур.

Хальхинче манăн фермер мар, анчах çĕр ĕçĕпе хăй тĕллĕн тимлекен çын çинчен каласа кăтартас килет. Вăл — Александр Николаевич Журавлев. Саша ялти ытти çынсем пек хăйсен çемйин çĕр пайĕсене фермерсене арендăна памарĕ, 3 пай çĕрĕпе те малтанхи вăхăтран тытăнсах хăй пĕлнĕ пек усă курать. Ун хыççăн вăл ĕнесемпе вăкăрсем усрама тытăнчĕ, майĕпен хăй хуçалăхне аталантарса пычĕ. Кирлĕ йышши ял хуçалăх техникине те туянма пултарчĕ. Саша ытларах утă туса илессипе тимлет. Çакăн валли унăн кирлĕ мĕнпур агрегат пур. Вăл хăйĕн техникипе ял çыннисене те утă пухса кĕртме пулăшать. Кĕркунне тата çуркунне тракторпа çĕр улми анисене сухаласа, культиваци туса парать. Фермерсем ял халăхне çакăн пек пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтереймеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен ĕçĕсенчен пушанаймаççĕ. Саша вара пĕчченех хăй ĕçне те туса ĕлкĕрет, çынсене те ĕçлесе парать, ывăлне те вĕрентсе кăларать, аслă пĕлỹ илме пулăшать. Вăл арçын пулсан та ĕнисене хăй сăвать, вăкăрĕсене пăхать.

Сашăн ашшĕпе амăшĕ пурнăçран ир уйрăлса кайрĕç çав, мĕнле лайăх çынсемччĕ. Икĕ йăмăкĕн — хăйсен çемйисем. Пĕр йăмăкĕ — Алевтина Федорова. Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйне Елчĕк муниципалитет округĕнче пĕлмен çын та çук пулĕ. Саша ашшĕпе амăшĕ пĕрлехи вăйпа хăпартса лартнă кил-çуртне тирпейлĕ тытса пырать, юсаса çĕнетсех тăрать. Унăн ялти пурнăçĕ çителĕклĕ пулин те хулара хваттер пур, Шупашкар çывăхĕнче ывăлĕ валли çурт та лартнă. Çакăн пек хурçă пек çирĕп чун-чĕреллĕ çынсем çинче тытăнса тăрать мар-и пирĕн тăван çĕршыв?

Сăмах май çакна та каласа хăварас шухăш çуралчĕ: хăйсем тĕллĕн ĕçлесе пурăнас кăмăллă çынсене пирĕн çĕршывра тĕрлĕ енлĕн пулăшнине пĕлетпĕр. Грантсемпе тата ытти тĕрлĕ каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Анчах та нумайăшĕ вĕсемпе усă курса пурăнма пĕлмеççĕ, пуçарулăх çитереймеççĕ.

О.МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ,
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code