Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шупашкар хула кунне уявланă

Шупашкар хула кунне уявланă

Чăваш Енĕн тĕп хули — Шупашкар хăйĕн 556-мĕш çуралнă кунне уявланă. Çапла майпа хула кунне халалланă икĕ куна (августăн 16-17-мĕшĕсем) тăсăлнă савăнăçлă уяв республикăра пурăнакан тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештернĕ, хула çыннисемпе хăнасене асра юлмалли тĕл пулусем йĕркелеме май панă.

Уявăн тĕп сцени çинчен хулара пурăнакансемпе хăнасене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.

— Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ĕçпе паттăрлăх хули тесе палăртнă пирĕн юратнă хулари ырă улшăнусене курса савăнатпăр. Çак мăнаçлă та сумлă ята çỹллĕ шайра тытассипе эпир хамăртан килнине пĕтĕмпех тăватпăр.

Шухăшăмăрсемпе, хамăр ĕçĕмĕрсемпе те эпир хальхи вăхăтра алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хỹтĕлеме тăнă ентешĕмĕрсемпе пĕрле. Çакă пире малашлăх тĕллевсене палăртма, мирлĕ пурăнма тата ĕçлеме пулăшать. Палăртнă тĕллевсем пурнăçланасса, умри йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе малашлăха шанса çирĕп утăмсемпе малалла утасса шанса тăратăп, — тесе палăртнă регион Пуçлăхĕ.

Хула кунне халалланă мероприятисем августăн 16-мĕшĕнче Юрă уйĕнчен пуçланнă. Кунта Шупашкар — вăйлă, хăюллă та хастар çынсен хули пулнине çирĕплетекен чуна тыткăнлакан спорт мероприятийĕсем иртнĕ. Кăмăл тăвакансем мастер-классене хутшăннă, тренажерсем çинче хăйсен вăйĕсене тĕрĕсленĕ. Мускав çыранĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсене сăнарлакан атмосфера хуçаланнă. Хĕрлĕ тỹремре уяв пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ. Кунта «Шупашкарти çемье» фестивале пĕтĕмлетнĕ. Хула çыннисемпе хăнасем «Иванушки International» ушкăнпа та юрласа савăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code