Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастарлăх ăнăçу кỹрет

Хастарлăх ăнăçу кỹрет

Августăн 20-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова активпа округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче тĕл пулчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйту — «Чăваш Ен аталанăвĕ: 2020-2025-2030».

Асăннă темăпа калаçу пуçарнă май, Алевтина Николаевна Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене килсен чылай отраслĕн аталанăвĕпе кăмăллă юлнине палăртрĕ. Республикăра промышленноçа субсидилесси 30 хутчен, регион экономики 2 хутчен ỹснĕ. Атăлçи федераци округĕнче бюджетăн харпăр тупăшĕпе 1-мĕш вырăнта. Паян инвестицин 174 проектне анлă çул панă, ку вăл 200 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашать.

Пирĕн хамăрăн нефть, газ, çĕр айĕнчи ытти пуянлăх та çук, çапах та Раççейĕн Промышленность министерствин рейтингĕнче — 13-мĕш вырăнта.

Республикăра халăхăн 35 проценчĕ ялсенче пурăнать. Танлаштарма: çĕршывĕпе — 25 процент кăна. Аграри тĕп направлени пулнă май, çĕр улми, хăмла, тыр-пул, пахча çимĕç, сĕт туса илессипе — малти позицисенче. Пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессинче те улшăнусем пур: иртнĕ 5 çул хушшинче 130 пин гектар çĕре «ĕçлеттерме» пултарнă. Асăннă тапхăрта АПК тытăмне субсиди уйăрассине 2,6 хут ỹстернĕ. Регионти кашни 5-мĕш фермер грант илнĕ. Уйрăм хушма хуçалăхпа ĕçлекен «самозанятăйсем» ăна çулталăка 700 пин тенке яхăн илме пултараççĕ.

Туризм пирки чарăнса тăрар. Вăл та хушма укçа-тенкĕ кỹрет. Туристсем пирĕн республикăна килес юхăм 1,7 хутчен ỹснĕ. Иртнĕ çул 1 миллиона яхăн хăна килнĕ. Шупашкарăн юхан шыв портне 727 теплоход килсе чарăннă. Малашне туристсен юхăмне 2 хутчен ỹстерме палăртаççĕ. Туризмра 124 проекта ĕçе кĕртесшĕн.

2030 çулччен пурнăçламалли ĕçсен программи те анлă. Хăш-пĕр проектсем ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ…

Леонард Васильевич сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ пирки чарăнса тăчĕ. Палăртнă кунсенче 8-тан пуçласа 20 сехетчен сасăлама май пулĕ. Виçĕ кунлăх сасăлав коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче хăйĕн ăнăçлăхне кăтартрĕ, халĕ ăна саккунпа çирĕплетнĕ. Чăваш Ен дистанци электрон мелĕпе сасăлакан регионсен шутне çирĕппĕн тăчĕ — ку хутĕнче те унпа усă куратпăр. Çакă граждансене хăйсем пурăнакан вырăнта кăна мар, кирек ăçта та сасăлама май парать.

Пирĕн округра 30 суйлав участокĕ. Кашнинче видео сăнав пулĕ. Республика Пуçлăхне суйлама хăйсен кандидачĕсене тăратнă кашни парти, кашни кандидат участоксенче 3-шер сăнавçă яма пултарать. Унччен саккунпа килĕшỹллĕн 2-шер сăнавçă кăна яма май пулнă. Унсăр пуçне республикăн Общество палати хăйĕн сăнавçисене явăçтарать.

Информкунра регионсем хушшинче иртнĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăннисене чыслассине те кун йĕркине кĕртнĕ. Пиллĕкмĕш çул йĕркеленĕ пултарулăх тупăшăвне Елчĕк округĕнчен 52 çын хутшăннă, пĕлтĕр — 26. Çавна май Леонард Левый хĕрарăмсен округри канашĕн председательне Лариса Васильевăна тата ялсенчи уйрăмĕсен ертỹçисене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, малашне те пĕр çемьери пек пулса туслă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Кашни конкурсантка видеороликсенче çемье, професси, обществăлла тата ыр кăмăллăх ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн çинчен çутатнă. Ентешсенчен 3-н çĕнтерỹçĕпе призерсен йышне кĕнине уйрăмах палăртма кăмăллă. «Кĕт мана» номинацире Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ Эльвира Смирнова 1-мĕш, «Манăн çемье — манăн пуянлăх» пайра НФЦ эксперчĕ Наталия Мисякова 2-мĕш вырăнсене, «Кĕмĕл ỹсĕм — Раççей мăнаçлăхĕ» номинацире Надежда Петрова (Çĕнĕ Эйпеç) пенсионерка гран-прие çĕнсе илнĕ.

Чыслава хутшăннă кашни пултаруллă хĕрарăм сертификата, чĕрĕ чечексене тивĕçрĕ. Илемлĕ юрăсем те вĕсемшĕн янăрарĕç…

Алевтина Федоровăпа Леонард Левый, уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăниччен, тепĕр савăнăçлă пулăмпа çыхăннă мероприятире те пулчĕç. Елчĕкри Мир урамĕнче вĕсем пĕр тăлăха хваттер уççине пачĕç. Унта пĕтĕм условие йĕркеленĕ, пỹлĕмсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Хваттерлĕ пулнă çамрăкпа савăнăçа пайлама çавăн пекех Елчĕк районĕн прокурорĕ Александр Кудряшов, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алевтина Львова хутшăнчĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code