Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕре илем енне туртать…

Чун-чĕре илем енне туртать…

70 çул та çитрĕ çут тĕнчене килнĕренпе. Çавна май иртнине аса илмелĕх, утса тухнă çул-йĕре хак памалăх пурах тетĕп.

Эпĕ Канаш хулинче 6 ачаллă çемьере çуралнă. Атте — Василий Ананьевич Ананьев, анне — Мария Васильевна Скворцова — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем. Иккĕшĕ те чугун çул станцийĕнче тĕрлĕ должноçра вăй хунă.

1972 çулта хулари 5-мĕш номерлĕ вăтам шкула пĕтернĕ эпĕ. Математика предметне питĕ юрататтăм, ку тĕлĕшпе вара тантăшсене те пулăшаттăм. 1974 çулта Шупашкарти планпа экономика техникумĕнчен, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухрăм.

Хамăн ĕç кĕнекине проектпа конструктор бюровĕнче бухгалтер ĕçĕсен механизаципе автоматизаци пайĕнчи техникра ĕçлеме пуçланинчен уçрăм. Унтанах инженера çирĕплетрĕç. ВЛКСМн Шупашкарти Ленин районĕн комитетĕнче пай заведующийĕнче те тăрăшма тỹр килчĕ. Çемье çавăрсан Елчĕке куçса килтĕмĕр. Унтанпа 45 çул иртрĕ ĕнтĕ.

1983-1986 çулсенче районти «Сельэнерго» предприятире аслă экономистра ĕçлерĕм. 1986-1988 çулсенче — Елчĕк райĕçтăвкомĕн финанс пайĕн тупăш ыйтăвĕсемпе ĕçлекен экономисчĕ, 1988-1995 çулсенче — пай пуçлăхĕн çумĕ, 1995 çултан вара чылай тапхăр федераци казначействин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн тĕп казначейĕнче вăй хутăм. Ĕçĕме ертỹлĕх тивĕçлĕ хакланăран наградăсем сахал мар манăн.

Кашниех эпир хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ, илемлĕ пулнине курма хăнăхнă. Вăл ялан çапла пултăрччĕ тесе тăрăшмалла пирĕн. Округ центрĕнче епле хитре! Канма, сывлăха çирĕплетме те майсем пур. Кунти вырăнсем кăмăла çĕклеççĕ.

Çулсем ватлăх енне сулăннă май хăш-пĕр çынра тĕрлĕ кăсăклану «вăранать» пулĕ. Манпа та çаплах. Чун-чĕре илем енне туртăннăран картинăсем те ỹкерме пуçларăм. Малтанхи ĕçсен куравне Елчĕкри музейра тата шкулта та ирттернĕччĕ.

Медицинăпа психологи те çывăх маншăн. «Здоровый мир» компани урлă видеопа лекцисем те вулама хутшăнатăп. «Тик-ток» социаллă сетьре хамăн уйрăм страница пулнăран, унта 600-е яхăн видео, çавăн пекех округ центрĕнчи паллă вырăнсене ỹкернĕ 9 ĕç вырнаçтарнă. Сăвăсем çыратăп, вĕсене вуланине страницăна лартатăп.

Эпир мăшăрăмпа икĕ ывăл çуратса ỹстертĕмĕр. Виктор Шупашарти «Россельхозбанк» уйрăмĕнче информаципе технологи пайĕн ертсе пыракан инженерĕнче тимлет. Павел Хусанта тĕпленнĕ, «Порт» суту-илỹ центрĕн аслă контролерĕн пулăшуçи вăл. Иккĕшĕ те юрă-кĕвĕпе интересленеççĕ. Мăнуксен кашни çитĕнĕвĕшĕн те савăнатăп паян.

Зинаида ФЕДОТОВА.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code