Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спартакиадăна хутшăннă

Спартакиадăна хутшăннă

Çĕрпỹ хулинче муниципалитет депутачĕсен республикăри финалти спартакиади иртнĕ. Елчĕк муниципалитет округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем пур ăмăртăва та хастар хутшăннă, «Хаваслă стартсенче» вара 3-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Енри муниципалитет депутачĕсем çăмăл атлетика эстафетинче, мини-футбол, хаваслă стартра, ГТО фестивалĕнче тата канат туртассин ăмăртăвĕсенче вăйлисен ятне тивĕçессишĕн тупăшнă.

Футбол вăййисен финалĕнче чи лайăх хатĕрленсе çитнĕ командăсем анчах тĕл пулнă.

— Депутатсен республикăри спартакиади чăн-чăн спорт уявĕ анчах мар, вăл — «Единая Россия» парти аталантаракан хаклăх. Сывă пурнăç йĕрки, команда çирĕплĕхĕпе унăн пысăк вăйĕ тата ăмăртакана хисеплени — çаксем пурте политика партийĕн уйрăлми пайĕ, — палăртнă «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code