Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр-пĕччен улмуççи

Пĕр-пĕччен улмуççи

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 29, 30-мĕш номерсенче.

Хаяр те шеллевсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çине кайрĕ. Матюк ĕнтĕ «хурçă утпа» (трактористсен курсне те пĕтерчĕ вăл) çỹрет. Пĕр кунхине ял почтальонки Улюк Матюка конверт тыттарчĕ те хăвăрт çеç утса кайрĕ. Ют почерка курсан хĕр самантрах сăнран улшăнчĕ, вăй пĕтсе килнине туйрĕ. Конверта аран-аран уçрĕ. «Сержант Михеев Егор Павлович погиб в боях за взятие…». Малалла вулаймарĕ хĕр, тĕпрен каснă йывăç пек кĕрĕслетсе ỹкрĕ. Тăна кĕрсе куçне уçсан Таçукпа пĕчĕк хĕрĕ ура вĕçĕнче ларнине курчĕ. Матюк куçне уçнине курсан Таçук куççульпе çăвăнма пуçларĕ, вăл вара яланхи пекех хăйне хытарчĕ. Ухмаха тухнă пек тĕлсĕр-йĕрсĕр маччана тинкерчĕ. Мĕншĕн çаплах шеллевсĕр шăпа? Иккĕшĕн те савнă çыннисем çук, хаяр вăрçă татрĕ вĕсен пуласлăхне. Мĕн чухлĕ ларчĕç-ши тантăшсем çак каçхине? Калама хĕн. Пĕчĕк Санюк амăшĕн чĕрçи çинчех çывăрса кайрĕ, аслисен чун ыратăвне ăнланмасть-ха айăпсăр чун.

Юратнă Якур çинчен илнĕ «хура хут» Матюкăн куçĕсенчи хаваслăха ĕмĕрлĕхех сỹнтерчĕ. Кăнтăрла ĕçре, каçпа вара… çын умĕнче нихăçан куççуль кăтартман çирĕп чунлă хĕр каçсерен минтере куççульпе йĕпетрĕ. Ытла та тăварлă иккен куççуль савнă çынсăр. Пĕртен-пĕр шанчăк — ашшĕ тăван киле таврăнасси. Çак ĕмĕт-тĕллевпе Матюк кил ăшшине упрарĕ, паллах, мĕнпур ял çыннисемпе пĕрле Аслă Çĕнтерĕве кĕтрĕ.

Çав тери тертлĕ те асаплă пулчĕç-çке хаяр вăрçă çулĕсем. Çĕнтерỹ залпĕ янăраса кайсан тинех пĕрремĕш хут Матюк йăл кулăпа çуталчĕ. Чĕрери ырату вара, суран çине тăвар сапнăн, пĕрре те нăйкăшма чарăнмарĕ. «Манăн Якур нихăçан та, нихăçан та таврăнас çук. Курас çук эпĕ унăн хаваслă сăнне», — çак йывăр шухăшсем хĕре пăраламаллипех пăраларĕç. Ĕмĕрлĕхех пĕччен вăл, пĕччен…

Яла çĕнтерỹçĕ-салтаксем таврăнма пуçларĕç. Пĕр-пĕр кун ашшĕ тăван кил алăкне уçасса çав тери ĕмĕтленчĕ Матюк. Чăрăшкасри Хĕветут тете пĕр кунхине ятарласа Матюксен килне пычĕ.

— Часах таврăнать аçу. Берлин урамĕнче тĕл пултăмăр вĕт унпа. Тĕлĕнсе каймалла тĕлпулу пулса иртрĕ. «Çак кунсенче яраççех», — терĕ. Ялта тĕл пулатпăр тесе алă тытсах уйрăлтăмăр, — терĕ ĕнерхи салтак.

Матюк, чăн та, кунсерен кĕтрĕ, сăра та турĕ, çĕнетсех тăчĕ ăна. Анчах та паян-ыран килмелле текен ашшĕ йĕп пек çухалчĕ. Рейхстаг çине Çĕнтерỹ ялавĕ çакнă хыççăн та совет салтакĕсем нимĕçсен тĕп хулинче тăшман пулине пула пуçĕсене хунине пĕлесшĕн те пулмарĕ. Кĕтрĕ, кĕтрĕ вăл тăван ашшĕне, анчах та лешне шăпа çырман иккен чун тĕпренчĕкне ыталама.

Никамсăр тăрса юлчĕ çак çĕр çинче Матюк. Вăрçă пуçланнă çул вунтăххăр çеç тултарнă хĕр çак тапхăрта питĕ улшăнчĕ. Çырла пек сăн-пит шуралчĕ. Йывăр ĕç яштака кĕлеткине аврĕ. Унтан та ытла чи çывăх çыннисене çухатни çамрăк хĕре пачах та улăштарчĕ. Тăварлă куççуль пите касать пулин те чĕрĕ чунăн пурăнмаллах вĕт. Пĕр-пĕччен улмуççи пек тăрса юлнăскерĕн чун суранĕсене Таçукпа, унăн пĕчĕк хĕрĕпе сиплеме тивет. Икĕ тантăшăн пĕртен-пĕр чун йăпанăçĕ те пукане пек Санюк çеç. Хăĕн хĕр ачи пекех юратать ăна Матюк.

Çулсем пĕр сисĕнмесĕрех сиккипе чупаççĕ. Вăрçă суранĕ майĕпен сипленсе пырать. Анчах та Матюк чĕринче çав-çавах иртейми суран. Качча илес текен çынни те пулнă унăн, кỹршĕ ялти Микула вăрçă пĕтнĕ çулхинех икĕ-виçĕ хутчен те килсе кайрĕ. Анчах та савнă Якурĕн сăнарне чĕререн кăларса пăрахма пултараймарĕ, ун умĕнче çылăхлă пулас темерĕ. Таçук тантăшĕ патне те вăрçăран хăрах алăпа таврăннă Пурис (вĕсенчен пĕр çул çеç аслăччĕ каччă) кĕркелесе çỹреме пуçларĕ, анчах та лешĕ яхăнне те ямарĕ. Икĕ тантăш пĕр-пĕринпе калаçса, вăрçăчченхи ырă вăхăтсене аса илсе чуна йăпатаççĕ. Паллах, колхоз ĕçĕнче çын хушшинче пулни чуна кăштах çăмăллăх кỹнĕ. Матюкпа Таçук кĕçĕннисемшĕн аппа халĕ. Пит çинчи пĕркеленчĕксем, çỹçри кĕмĕл пĕрчĕсем те вăхăт çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Таçукăн хĕр пĕрчийĕ те ỹссе хĕр шутне кĕрет. Атте сăмаха калама пỹрмен хĕр ачашăн мĕн кăна тума хатĕр пулман-ши икĕ телейсĕр хĕрарăм?

Санюк медучилищĕрен, унтан медицина институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса аякри хулара ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл каникула килмессерен Матюк унран хăйĕн хĕрĕ пекех уйрăлма та пĕлмест. Тантăшĕн хĕрне курсан кашнинчех чĕри пăчăртанса илет, вăрçă ахрăмĕ çамрăклăха, пĕтĕм пурнăçа аркатса тăкман пулсан унăн та çакăн пекех илĕртỹллĕ хĕр е паттăр ывăл пулма пултарнă вĕт-ха. Анчах та шăпа… Турă пỹрмен ăна ачине утьăкка сиктерме…

Юратнă çынсăр ирттерме шăпа çырнă Матюкпа Таçука. Кун-çул çурти, кĕç-вĕç çунса пĕтессĕн, тĕлтлетсе çунать. Пĕртен-пĕр çывăх тантăшĕ, ĕмĕр тăршшĕпе савăнăçа, хуйха-суйха пĕрле пайланă Таçук та çут тĕнчепе сывпуллашрĕ.

Матюк аппа чунĕ кỹтсе çитнипе сасăпах йĕрсе ячĕ. «Таçука яланах калаттăм, манăн санран малтан çĕре кĕресчĕ тесе. Çук вĕт, шăпа каллех эпĕ шутланă пек килсе тухмарĕ», — терĕ вăл ĕсĕклесе.

Ытла та тăварлă иккен пурнăçа тăр пĕччен ĕмĕрленĕ хĕрарăм куççулĕ. Кăштах лăплансан Матюк аппа каллех çамрăклăхри телейлĕ самантсен ырă асамлă çăмхине сỹтрĕ. Эпĕ вара пỹрт умĕнчи пахчара лапсăркка улмуççи çине (пĕр-пĕчченех тăрса юлнă вăл, ыттисем темиçе çул каяллах сивĕпе хăрса пĕтнĕ) тата юнашар ларакан Матюк аппа çине тинкерсе шухăша кайрăм. Çак улмуççи пекех пĕр-пĕччен вăл çак çут тĕнчере, çак улмуççи пекех темиçе çултан (тен, темиçе уйăхран, ăна тĕнче хуçи çеç пĕлет) унăн пурнăçĕ те хăрать. Хальлĕхе вара улмуççи çулçисем лăпкă çилпе шĕпĕлтетеççĕ, Матюк аппа вара Таçук тантăшĕпе чĕрĕ чухнехи пек калаçать…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code