Воскресенье, 8 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енпе паллаштартăмăр

Чăваш Енпе паллаштартăмăр

Хальхи вăхăтра вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пĕтĕм услови пур — ан ỹркен кăна.

Июлĕн 17-24-мĕшĕсенче эпир, Елчĕк округĕн шкулĕсенчи 10 ача, «Орленок» лагерьте пултăмăр. Тепĕр ушкăн — Шупашкартан. Вĕренỹпе çыхăннă çул çỹреве Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕн методисчĕ Марина Чернова йĕркеленĕ.

Марина Александровна ертсе пынипе Пĕтĕм Раççейри «Профессиональные старты» проектăн 4-мĕш сменине хутшăнтăмăр. Эпир Чăваш Ен чысне хỹтĕлерĕмĕр, пирĕн Мускав, Самара, Удмурти, Липецк, Чулхула представителĕсемпе тупăшма тиврĕ. Кашниех хăйĕн регионĕ çинчен тĕрлĕ форматпа паллаштарма пултарчĕ. Эпир, чăваш кĕпиллĕ ачасем, тăван енĕмĕр историйĕ çинчен каласа, юрă-ташăра сăнласа пама ăсталăх çитертĕмĕр. Авалхи тĕрĕ-эреш паллисем ытти регионти тантăшсенче те кăсăклану çуратрĕç: кĕпесене тытса пăхмасăр чăтаймарĕç.

Палатка лагерĕнче йĕркеленĕ вĕренỹ тапхăрĕн тĕп пайĕ пире вожатăй ĕçне хăнăхтарасси пулчĕ, çавна май кашнийĕн лагерь начальникĕпе куçа-куçăн ларса сăмахлама та тиврĕ. Калаçу экзаменне пирĕн йышран Юлия Герасимова (Çирĕклĕ Шăхаль), Дария Петрова, Герман Кузьмин, Матвей Петров (Елчĕк), Ксения Цветкова (Курнавăш) тата эпĕ ăнăçлă тытрăмăр, ятарлă документ та пачĕç. Çакăн хыççăн икĕ кун вожатăй пулса уйрăм ушкăнсемпе ĕçлерĕмĕр.

Марина Чернова «Орленок» лагере иртнĕ çул кĕçĕн классенче пĕлỹ илекенсене илсе кайнă. Вĕренỹ тỹлевлĕ, анчах унта пулса курни, çĕнĕлĕхе ăса хывни, тĕрлĕ регионти ачасемпе çыхăну йĕркелени малашлăхра кирлĕ пулĕ. Марина Александровна хăйсен пултарулăхне кăтартас тĕллевлисене çитес çул та илсе каяс шухăшлă. Эпĕ вара ăна хамăрăн ушкăн ячĕпе кăмăлтан тав тăватăп.

Светлана ТРОФИМОВА.
Елчĕкри вăтам шкул, 9-мĕш «к» класс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code