Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв Паттăрĕсене чыслатпăр

Çĕршыв Паттăрĕсене чыслатпăр

Паян — Раççейре çĕршыв Паттăрĕсен кунĕ. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав тата Çветтуй Георги орденĕсен кавалерĕсене чыслатпăр, çĕршывăн ирĕклĕхĕпе тăнăçлăхĕшĕн пуçĕсене хунисене аса илетпĕр.

Уява Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007 çулта февралĕн 28-мĕшĕнче Хушу кăларса çирĕплетнĕ.

Шăпах паян мухтавлă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне аса илмелли витĕмлĕ сăлтав. Пирĕн районтан виçĕ Совет Союзĕн Геройĕ (С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов) тухнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Елчĕк халăхĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кар тăнă, районтан 8 пине яхăн вăй питти çын вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен çурри каялла таврăнайман. Шел пулин те, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ çулсенчи хирĕç тăрусене хутшăнса пуçĕсене хунă ентешсем сахал мар. Афганистан Республикинче Ю.Г.Борисов, Ю.П.Григорьев, А.М.Патшин, Çурçĕр Кавказра А.Ф.Муллин, Э.Е.Иванов, С.А.Фомин, Украинăри çар операцийĕнче С.А.Сидоров, А.Ю.Горбунов паттăррăн вилнĕ. Çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварассишĕн пуçĕсене хунă паттăрсен умĕнче эпир пуçăмăрсене таятпăр. Вĕсем пирĕншĕн кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пултаракан хăюлăхпа тỹсĕмлĕхĕн ырă тĕслĕхĕ тата çỹллĕ шайри кăмăл-сипетĕн пархатарлă сăнарĕ пулса тăраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code