Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли кирлĕ япаласем хатĕрлесси, пухасси е туянасси тăтăшах йĕркеленсе пырать округра.
Хальхи вăхăтра çапăçу территорийĕсенче маскировка сеткисем çителĕксĕр пулни паллă. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакансем пахча ĕçĕсене тирпейлемеллине пăхмасăрах маскировка сеткисем çыхма пуçăннă. «Пахча чавма, тирпейлеме пуçланăччĕ те, ку ĕç пĕлтерĕшлĕрех», — теççĕ вĕсем.
Сеткăсене СВО офицерĕн ашшĕ Александр Кузьмин Мускавран кỹрсе килнĕ. Александр Левыйпа тата Виталий Михеевпа пĕрле кирлĕ пусмана Елчĕкри çĕвĕ цехне виçĕ кун касма çỹренĕ вĕсем.
— Ĕçе пуçăнас умĕн кашнинчех ял ушкăнĕнчи телеграм-канала хыпар яратăп. Ытларах пенсионерсем килеççĕ. Хальхинче ĕçе урамрах йĕркелерĕмĕр — иртен-çỹрен куртăр, хутшăнтăр тесе. Çапла майпа палăртнине вĕçне çитеретпĕр. Пурĕ 6 сетка çыхмалла-ха, — пĕлтерет СВО паттăрĕн амăшĕ Нина Левая.

