Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кукуруза выраççĕ

Кукуруза выраççĕ

«Прогресс» хуçалăхра 70 гектар çинче çитĕнтернĕ кукурузăна вырса силоса хывас ĕç хĕрỹ пырать.

Геннадий Куприянов тата Валерий Охотин механизаторсем «уй-хир пикине» выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсемпе вырса вĕтетсе пыраççĕ.

Хатĕр массăна Алексей Колсанов, Александр Егоров, Николай Романов, Геннадий Выйгетов, Андрей Немцев, Владимир Соловьев ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттараççĕ. Александр Петровпа Сергей Муллин механизаторсем силоса таптаттарса пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшаççĕ. Ĕçченсем шаннă тивĕçе пурте таса та тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

— Силос выльăх-чĕрлĕхшĕн, уйрăмах сăвăнакан ĕнесемшĕн тутлăхлă апат пулнине асра тытса ăна кăçал та çителĕклĕ хатĕрлеме палăртрăмăр, — пĕлтерет «Прогресс» АХО ертỹçи Петр Скворцов.

Силоса хатĕрлес технологие çирĕп пăхăнаççĕ хуçалăхра. Çакă симĕс массăна çĕресрен тата пахалăхне çухатасран упрать. Силосра белок, углевод лайăх упранать, вăл витаминран пуян пулать тата апат ирĕлтерессине лайăхлатнисĕр пуçне сăвăмпа ỹт хушаслăха ỹстерет.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Николай Романов, Геннадий Куприянов, Алексей Колсанов ĕç вăхăтĕнче канашланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code