Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

  • Кашни кунах венчете тăратманнине пĕлетĕп. Хăш кунсенче, арлă-арăмлă пулма пиллесе, венчете тăратать-ши чиркỹ?

— Çветтуй аттесем çапла каланă: пулас этем хырăмра юнкун, эрнекун, чĕрĕлнĕ кун е праçник кунĕ, типĕ тытнă вăхăтра тĕвĕленсе юлнă пулсан, çавă ача пур енчен те йĕркеллĕ çуралаймасть: унăн е сывлăхĕ начар, е ăсĕ катăкрах пулать. Арăмĕ хăйĕн хырăм юлнине пĕлет, çав хушăрах упăшкипе çывăх пурăнать пулсассăн, çав хĕрарăмран аскăн ачасем çуралаççĕ. Çавăнпа та хĕрарăм хырăм юлнă хыççăнах тасалăхра тăмалла, упăшка шухăшне пуçран кăларса пăрахмалла.

Ачасем пултаруллă, ăслă, итлекен çынсем пулса ỹсчĕр тесен, ачана ĕмĕртнĕ тапхăрта арăмĕн упăшкипе çывăх пулассинчен сыхланмалла. Амăшĕн сĕчĕпе мĕнпур çылăхсен ирсĕрлĕхĕ ачан ăшне лекет. Ачасене мĕнле пăхса ỹстермелле-ха? Ача-пăчана çуралнă хыççăн тин, упăшкипе арăмĕ венчете тăма хатĕрленнĕ вăхăтран çеç пăхма тытăнмалла мар. Хырăмра юлнă каçхинех амăшĕн икона умне тăрса çурта çутса лартмалла та Турра кĕл тумалла: «Эй Турă, Эсĕ мана ачаллă тăватăн. Эй Турăçăм Турă, Эсĕ ăна Хăвах пилле, унăн пурнăçне те пиллĕхлĕ тусам, ăслă-тăнлă тусам. Ачам çуралсассăн вăл никамшăн та йывăрлăх ан пултăрччĕ. Эй Турă, пиллесем: пулас ачам итлесе ỹсекен ача пултăрччĕ».

— Упăшкипе арăмĕ — иккĕшĕ те венчете тăманскерсем, çылăхран хăпма пĕлменскерсем. Туррăн заповечĕсене уяса пурăнассишĕн, тен, вĕсен вуçех тăрăшма кирлĕ мар? Пурпĕрех каçару пулмĕ вĕсене…

— Вуçех урăхла: Турă хушнисене уяса пурăнассишĕн вĕсен темрен те ытларах тăрăшмалла. Вĕсенчен хăшĕ те пулин ĕненме тытăнсан, ĕненменнишĕн çине тăрсах кĕл тума тытăнмалла. Ăна çапла кĕл тума сĕннĕ пулăттăм: «Эй Турра çуратнă Хĕр, савăн…» кĕлле 150 хут каламалла, кашни вунă хут кĕл тумассерен ĕненмен мăшăрĕшĕн Турă Амăшне тархасласа йăлăнмалла. Чылай-чылай арăмĕсем, Турра пуç çапса пурăнса, ĕненмен упăшкисене ырă тĕслĕх кăтартса пурăннă, упăшкисене тĕн енне çавăрнă. Павел Апостол Коринф çыннисем патне çапла çырать: «Ĕненмен упăшка арăмĕ ĕненни урлă тасалать». Упăшки, арăмĕ епле ырă пурнăçпа пурăннине кура, ун пекрех пулма тăрăшать, вара Турă енне çаврăнать.

Ĕненменнисемшĕн Псалтирь вулама, сывлăхĕсемшĕн асăнтарма хут çырса памалла, ĕненекенĕн кĕлĕсене çỹремелле, ĕненменнисемшĕн Чиркỹре кĕл тумалла. Турă çапла каланă: «Ыйтăр, — тенĕ, — ыйтсан парĕç сире; шырăр, шырасан тупăр; шаккăр, шаккасан уçĕç сире». Турă никама та пăрахса хăвармасть. Вăл пурте çăлăнччăр тет. Çавăнпа та арлă-арăмлă пулма венчете тăманнисен уйрăмах çине тăрса, тăрăшсах кĕл туса пурăнмалла, венчете тăмалла.

— Алса тăхăннă алăпа сăхсăхма юрать-и?

— Таса монах Аслă Варсонофий çапла каланă: кам та кам алсапа сăхсăхать, унран Туррăн ырăлăхĕ сирĕлет, тенĕ. Сăхсăхас тетĕн пулсан, Турăран хăраса сăхсăх. Арçынсен çĕлĕк-карттус таврашне хывса сăхсăхмалла. Тепĕр чухне чиркỹ çывăхĕнчен иртсе каймалла пулать. Урамра тỹсме çук сивĕ пулсан, арçынсем çĕлĕкĕсене хывмасăрах сăхсăхма та пултараççĕ.

Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит.
(«Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен» кĕнекерен).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code