Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Раççейре Донецк, Луганск Халăх Республикисем, Запорожье тата Херсон облаçĕсем Раççей Федерацийĕпе пĕрлешнĕ куна паллă тăватпăр. Çак кун çĕршывăн историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса кĕрсе юлчĕ. Вулакана аса илтеретпĕр, 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче асăннă территорисенче референдумсем иртрĕç — сасăлавçăсенчен ытларахăшĕ Раççей Федерацийĕн йышне кĕме кăмăл тунă. В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕнче пĕрлешỹ кунне халалласа истори урокĕсенче тематика сехечĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех кунта «Истори çулĕпе» илĕртỹллĕ сĕтел çи вăййи йĕркеленĕ. Ачасем икĕ командăна пайланса ДНР тата ЛНР, Запорожье тата Херсон облаçĕсенчи истори факчĕсемпе пулăмсене аса илсе пĕр-пĕринпе ăмăртнă.
— Пĕрле эпир вăйлă! Хамăр çĕршывăн историйĕпе йăли-йĕркине пĕлни пире çирĕпрех пулма пулăшĕ, — палăртнă вăййа хутшăннисем.

