проекта Аслă Пăла Тимешсем хапăл туса йышăнчĕç. Çак территори пайĕнче пушар хăрушлăхне сирес тĕллевпе ятарлă депо тумаллине палăртрĕç. Ку ĕçе халăх ырласа йышăнчĕ.
Çавăн пекех ялти икĕ урам — Целинная тата Новая çул тĕлĕ-йĕрĕсĕр пурăнаççĕ. Кунта, Турă ан кăтарттăр, пушар машини те, Васкавлă пулăшу та кĕрсе тухаймаççĕ. Йĕпе-сапа пулсан чĕркуççи таран атăсăр тухса кĕме çук. Çавăнпа та халăх ыйтăвĕ пурнăçа кĕрессе шанса тăраççĕ Аслă Пăла Тимешсем.
З.ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

