Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватăсем патне — килсерен

Ватăсем патне — килсерен

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн правленийĕ коллективра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене тимлĕх уйăрассине малти вырăна хурать.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче, аслă ăрурисен кунне паллă тунă май, ЯХПК специалисчĕсем «Сире валли, тăвансем» ыр кăмăллăх акцине хутшăннă. Ырă йăлана кĕнĕ мероприятире вĕсем 60 çултан иртнĕ ĕç ветеранĕсем патне килсерен çỹресе уявпа саламланă май, апат-çимĕçсен пуххине парнеленĕ. Пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăха аталантарма панă е халĕ те вăй хуракан пенсионерсем пысăк тимлĕхшăн тав тунă, яваплă ĕçченсене хăйсене те хуçалăха ăнăçу çулĕпе илсе пыма ырă суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code