Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул (директор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ — Алиса Смирнова) Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх шкул столовăйĕ — 2025» конкурсĕн регионти тапхăрĕнче çĕнтернĕ.
Ялти шкулсен номинацийĕнче тупăшнă май, экспертсем санитари нормисене пăхăннине, пахалăхлă продуктсемпе усă курнине, хатĕрленĕ блюдăсен пуянлăхĕпе техĕмлĕхне тĕрĕсленĕ. Паллах, документаци те тивĕçлĕ шайра.
Шкула республика чысне конкурсăн федераци шайĕнче хỹтĕлĕме ирĕк панă.

