Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > ППЭ тытакансене пĕлме

ППЭ тытакансене пĕлме

Раççей территорийĕнче патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене пĕрлехи расписанипе йĕркелеççĕ. Экзамен тытмалли тапхăр июнĕн 29-мĕшĕнче ачасемсĕр иртекен сăнавлă экзаменран пуçланать.

Районта патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене пурĕ 68 ача хутшăнать. Елчĕк шкулĕнче июлĕн 6-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе, июлĕн 10-мĕшĕнче математикăпа /профиль/, июлĕн 13-мĕшĕнче физикăпа тата историпе, июлĕн 16-мĕшĕнче обществознанипе тата химипе экзамен тытаççĕ. Коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас йĕркене шкулта çирĕп пăхăнĕç, вĕренÿ учрежденине 3 вырăнтан кĕрсе-тухма май пулĕ. Ытти экзаменсене Патăрьелте тата Шупашкарта йĕркелеççĕ.

Расписанипе килĕшÿллĕн, июлĕн 3-мĕшĕнче географипе, литературăпа тата информатикăпа, июлĕн 6-7-мĕшĕсенче вырăс чĕлхипе, июлĕн 10-мĕшĕнче математикăпа /профиль/, июлĕн 13-мĕшĕнче историпе тата физикăпа, 16-мĕшĕнче – обществознанипе тата химипе, июлĕн 20-мĕшĕнче биологипе тата ют чĕлхесемпе /çырса/, июлĕн 22-23-мĕшĕсенче ют чĕлхесемпе /сăмахпа/ экзаменсем иртеççĕ. Резерв кунĕсем – июлĕн 24-мĕшĕнче /вырăс чĕлхипе ют чĕлхе предмечĕсемсĕр пуçне пур предметпа та/ тата июлĕн 25-мĕшĕнче /пур предметпа та/. Уяма тивĕçлĕ сăлтава пула экзамен тытайманнисем вĕсене август уйăхĕнче тытĕç. Августăн 3-мĕшĕнче географи, литература, информатика, биологи, истори, ют чĕлхе /сăмахпа/, августăн 5-мĕшĕнче – вырăс чĕлхи, августăн 7-мĕшĕнче – обществознани, хими, физика, математика /профиль/, ют чĕлхе /çырса/ предмечĕсемпе экзаменсем тытĕç. Августăн 8-мĕшĕнче – резерв кунĕ /пур предметпа та/.

Е.НИКИФОРОВА,
райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code