Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Финанспа туслашрĕç

Финанспа туслашрĕç

Елчĕкри культура керменĕнче нумай ачаллă çемьесен «Финанспа туслаш» республикăри II фестивалĕ иртрĕ.

Чăваш Енри Наци библиотеки ЧР Культура тата Финанс министерствисем пулăшнипе йĕркеленĕ мероприятие Комсомольски округĕнчен 4 çемье (Жуковсем, Петровсем, Моторинсем, Белковсем), Елчĕк тăрăхĕнчен 6 çемье (Цыгановсем, Афанасьевсем, Григорьевсем, Сметанинсем, Зиньковсем, Шитухинсем) хутшăнма кăмăл турĕç. Ачасемпе çитĕннисем 10 тематикăлла площадкăра ĕçленĕ май, хăйсен пĕлĕвне «Финанс ребусĕсем», «Финанс консультанчĕ», «Финанс кинотеатрĕ» интерактивра, тĕрлĕ викторинăра, мастер-класра, вăйăра кăтартма пултарчĕç. «Финанс советникĕ» площадкăра кашниех специалистсенчен тивĕçлĕ информаци илни те питĕ аван.

Вăйăсем майĕпе ăмăртса çемьесем тулли финанс пĕлĕвĕ илчĕçех. Кашни тапхăрти ăс-тăн тупăшăвĕнче тĕрĕс хуравсемшĕн вĕсем «ылтăнлă» пулчĕç, унпа «ярмăрккăра» тĕрлĕ тавар туянма пултарчĕç. Фестивалĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе çĕнтерỹçĕ-çемье — Елчĕкри Зиньковсем.

Мероприятие хутшăннисене округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова саламларĕ, финанспа яланах туслă пулмаллине палăртрĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене тата чи çамрăк конкурсанта хушма призсемпе хавхалантарчĕç. Кĕçĕн Таяпари Светлана Агеева библиотекарĕн «Пуканесем — чăваш тумĕпе» курав та кăсăклăх çуратрĕ.

Светлана САЙКИНА,
библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code