Теприн шанăçĕпе усă курса тăвакан преступленисен шучĕ ỹссех пырать. Киревсĕр тĕслĕхĕсем пирки хаçатра, социаллă тетелсенче çырсах тăратпăр пулсан та, преступниксенчен хур тỹсекенсен шучĕ чакмасть. Ытларах тĕслĕхре укçа-тенке хамăр алăпах ют çынсене куçарса паратпăр мар-и?
Халăха тĕрлĕ инкекрен асăрхаттарас тĕллевпе хаçатăн ку номерĕнче Елчĕкри полици пайĕн участоксенчи уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн ертỹçине Людмила Егоровăна сăмах патăмăр:

— Шел пулин те, ултав схемисем çĕнелсех, преступниксем чееленсех пыраççĕ. Асăннă преступленисене темиçе ушкăна пайлама пулать. Чылай тĕслĕхре преступниксем хăйсене банк, полици, налук, прокуратура, сотовăй оператор, хăрушсăрлăх службин, Пĕрлехи патшалăх порталĕн… ĕçченĕсем тесе шăнкăравлаççĕ, тĕрлĕ енлĕ информаципе сехĕрлентереççĕ. Тỹрех хăраса ỹкнĕ çынна шанăçа кĕртме ансат пулнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем: кĕске вăхăтра кирлĕ даннăйсене ыйтса пĕлеççĕ.
Çавăн пекех халăх Интернет урлă тавар туяннă-сутнă чух улталанать. Çывăх тăвансем пек шăнкăравласа пулăшу е кивçен укçа пама ыйтни, интернет урлă «тĕрлĕ пулăшу» сĕнекенсенчен хур тỹсни, вируссем пулăшнипе укçа-тенке вăрлани. Вĕсем пирки эпир хаçатра час-час çырса пĕлтеретпĕр, ялсенче иртекен пухусен вăхăтĕнче, коллективсенче пулса калаçатпăр. Мĕн калас килет вулакана? Ултавăн кашни мелĕ пирки тĕплĕн çырас-ăнлантарас пулсан — хаçат страницин лаптăкĕ те çитес çук. Тепĕр енчен, преступниксем çав мелсене çĕнетсех пыраççĕ, çавăнпа та полици çирĕплетсех калать: тимлĕ пулар.
СМСпа килнĕ ют номерсене тытма ан васкăр. Енчен те иккĕленỹллĕ шăнкăрава йышăнтăр пулсан, калаçăва тỹрех чарса хурăр. Енчен те вĕсем социаллă тетелсем урлă сирĕн тăванăр е паллакан евĕр çырăнаççĕ пулсан, ан ỹркенĕр, тỹрех çав çынна шăнкăравласа унпа çыхăнса лару-тăрăва уçăмлатăр. Хамрăн йăнăш çинче мар, теприсенни урлă ултавран упранар.
СМСпа килекен паллă мар ссылкăсем çине ан кĕрĕр. Телефон çине шанчăксăр программăсене ан çыртарăр. Çавăн пекех антивирус программипе усă курăр: унсăрăн ултавçăсем яракан вируссене пула вăл «хуçинчен ыйтмасăрах» укçана куçарма пултарать. Карточка çинчи укçа айккине кайнине хуçи пĕлмесĕрех юлать.
Преступниксем карточка номерĕн юлашки номерĕсене (малти цифрăсем хăш регион, банк пулнине кăна кăтартаççĕ те — вĕсене ахалех пĕлме пулать) тата карточкăн тỹнтер енчи виçĕ цифрăна пĕлсен «электрон енчĕкĕнчи» нухратсăр юлма пулать. Çавăнпа та карттăна ют çынна кăтартмалла мар, унпа лавккара, е ытти вырăнта усă курнă чухне номерсене алăпа хуплама тăрăшмалла. Чи шанчăкли — пысăк укçана телефонпа çыхăнтарман урăх карточка çинче тытни. Номерсем тенĕрен — киревсĕр шухăшлă çынсем банкомат умĕнчи урнăра пăрахса хăваракан чексемпе те усă кураççĕ. Карточка номерĕн юлашки цифрисем, ытти информаци — вĕсемшĕн пĕтĕмпех усăллă.
Ют укçана хапсăнакансем банкоматсем çине камерăсем лартса карттăн пин-кочĕсене «вуланин» тĕслĕхĕсем те пулаççĕ. Çакăн хыççăн укçана вăрласси вĕсемшĕн йывăр мар. Хăйсене кирлĕ информацие преступниксем тĕрлĕ майпа тупаççĕ. Сăмахран, Интернетра пĕр-пĕр банкăн суя сайтне йĕркелеççĕ — вăл пăхма чăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Специалистсем унашкаллине «фишинг» теççĕ. Çапла вара тỹрĕ кăмăллă гражданин укçа куçармашкăн банк сайтне кĕрес тет те — хайхи фишинга лекет. Ăна-кăна тавçăрмасăр унта тивĕçлĕ информаци çырать, карточка номерĕ, телефон номерĕ тата ытти те… Преступниксемшĕн çакă çителĕклĕ.
Кĕсье телефонне çухатсан та укçасăр юлма пулать. Е тата — телефонăн абонент номерне (sim-картăна) улăштарсан та. Малтанхи хуçи номерне «мобильнăй банкпа» çыхăнтарнă пулнă, каярах урăх номер илсен сотовăй оператор унăн çак номерне тепĕр çынна парать. «Мобильнăй банк» урлă СМС-пĕлтерỹсем хайхи номерĕн çĕнĕ хуçи патне килме пуçлаççĕ. Енчен те çын тỹрĕ кăмăллă пулмарĕ пулсан, номерĕн унчченхи хуçин банк карточки çинчи укçапа пĕр чăрмавсăрах усă курма пултарать. Çапла ан пултăр тесен номере улăштарсан «мобильнăй банкри» кăтартусене те пĕр тăхтамасăр çĕнетмелле.
ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ халăха çапла асăрхаттарать: тимлĕ те асăрхануллă пулăр! Ют çынна хамăрпа çыхăннă даннăйсене парар мар, палламан çынсемпе калаçнă чух информацие тĕрĕслер, çăмăллăн шанса ỹкер мар.
Е.ПЕТРОВА.

