Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан тыл тата ĕç ветеранĕ Валентина Ивановна Понкратьева 95 çул тултарнă.
Çĕршыв малашлăхĕшĕн тăрăшса нумай çул пархатарлă ĕçре вăй хунă ватă çак кун нумай ăшă сăмаха тивĕçлĕ пулнă. Пурнăçри паллă кун ячĕпе ăна Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн начальникĕ Лариса Ильина, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Маргарита Галкина, культура ĕçченĕсемпе тăванĕсем саламланă. Вĕсем ăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн саламлă çырăвĕсене вуласа панă.
Валентина Понкратьеван ачалăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă малтанхи кунсенчех ашшĕне тата аслă пиччĕшне вăрçа илнĕ. Валентина çав вăхăтри нумай ытти ача-пăчапа юнашар тăрса уй-хирте вăй хунă, амăшне пулăшнă: килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама, кĕçĕн шăллĕне пăхма хутшăннă. Вăрçă хыççăн та вăл тăван колхозра вăй хунă, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 62 çул!
Валентина Понкратьева мăшăрĕпе пĕрле 6 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ унăн 6 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем те çавăн чухлех. Вĕсемпе савăнса пурăнать ватă.

