Шупашкарта искусство шкулĕсенче вĕренекенсен Республикăри X фестивалĕ иртнĕ.
«Наследники традиций» ятпа йĕркеленĕ мероприятире Елчĕксем те ăнăçлă ăмăртнă. Зинаида Павлова ертсе пыракан халăх инструменчĕсен ансамблĕ (Дарина Патшина, Анастасия Карсакова, Мария Патшина, Илья Усанов, Мария Чернова, Филипп Дунаев, Давид Архипов, Роман Яковлев) пирваях дистанци мелĕпе хутшăнса путевка çĕнсе илнĕ. Фестивалĕн куçăн тапхăрĕнче коллектив (концертмейстерĕ — Валерий Архипов) лауреат Дипломне тивĕçнĕ.
Культура традицийĕсене упрас, аталантарас тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывнăшăн тата профессионализмшăн Зинаида Павловăна Тав хучĕпе хавхалантарнă.

