Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăтмахри пекех кунта

Çăтмахри пекех кунта

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăм пирĕншĕн, унта пурăнакансемшĕн, чăн-чăн çăтмах вырăнĕ пекех.

Эпĕ кунта 8 çул пурăнатăп. Çак тапхăрта кăна темĕн чухлĕ çĕнетỹ кĕртнĕ кунта. Çĕнĕ мунча тунă, çурт тăррине, чỹречесене улăштарнă, территорие хăтлăлатнă… Вăй-хал çитнĕ таран тĕрлĕ ĕç тума хамăр та хутшăнатпăр. Пахча çимĕç туса илессипе те.

Стационар уçăлнăранпа 30 çул çитрĕ. Çак тапхăрăн çур пайне Антонина Осипова ертсе пырать. Команди те хăйĕн пекех тăрăшуллă, ырă кăмăллă та харсăр. Вĕсен кулленхи ĕçĕсене курса тăнăран, эпир питĕ тĕлĕнетпĕр.

Çулсем хушăнса пынă май, сывлăхĕ те хавшарах парать. Хăлха япăх илтнипе мана виçĕ хутчен Шупашкара специалистсен ятарлă комиссине илсе кайрĕç. Çапла вара III ушкăнри инвалид категорине кĕртрĕç. Мана телевизорпа, телефонпа тивĕçтерчĕç.

Кунта староста тивĕçне те туса пыратăп, социаллă работниксене пулăшма тăрăшатăп.

Илья КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code