Хуласемпе ялсем Пĕтĕм Раççейри хăтлă хула хутлăхĕ тумалли проектсен конкурсне хутшăнма хатĕрленеççĕ.
Федераци комиссийĕ вĕсене 2026 çулхи июнĕн 1-мĕшĕччен йышăнать. Иртнĕ çулсенче конкурса пĕчĕк хуласемпе истори вырăнĕсем çеç хутшăннă, çитес çул проект çынсемшĕн тĕрев пулса тăракан пунктсене те йышăнĕç. Унта хутшăнма Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăррипе Вăрнар округĕсем чи малтан сасă панă, конкурсра Хĕрлĕ Чутай округĕ те тупăшас кăмăллă. Çак тупăшура Чăваш Енрен 2018 çултанпа 16 проект çĕнтернĕ.

