Республикăри пурнăç инфратытăмне ырлăх кỹрекен 60 предприятие патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕччен вăл — Промышленноçа аталантармалли фонд паракан çăмăллăхлă кивçен, ĕç вырăнĕсем ытларах туса парас тĕллевпе пурнăçлакан мероприятисен тĕлĕшĕпе субсиди, инфратытăма лайăхлатмалли пулăшу, консультаципе информаци парасси тата ытти те — 2 миллиард тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче палăртнă предприятисен çурри ытла тупăшлă ĕçленĕ, 68-шĕ продукципе пулăшу ĕçĕсен калăпăшне 8 уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ỹстернĕ. Промышленноçра, строительствăра, АПКра, ЖКХра, транспорт, информаци, экологи, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче ырлăх кỹрекен — 149, çав шутра муниципалитетсен шайĕнчи пысăк 110 предприяти шутланать.

