Каникул вăхăтĕнче Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 10 «а» класра вĕренекенсем Чăваш Ен Патшалăх Канашĕнче экскурсире пулчĕç. Унта пире Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕсем — Виктор Горбуновпа Ольга Петрова кĕтсе илчĕç, видеороликсем урлă депутатсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсемпе Леонид Черкесов председатель хăй те тĕл пулчĕ.

Ачасем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пулма та кăмăл турĕç. Кунта Александр Смирновпа Екатерина Васильева преподавательсем Технопарк тата Кванториум площадкисенче пулас учительсене мĕнле хатĕрлени çинчен каласа пачĕç. Аслă шкул педагогсене çеç мар, ученăйсене, тăлмачăсене, тренерсене, профессиллĕ художниксемпе музыкантсене хатĕрленине те пĕлтĕмĕр. Университет çумĕнчи хушма пĕлỹ паракан центрта менеджера, логопеда, дизайнера вĕренме май пурри те кăсăклă. Автомобильпе çỹремелли правана илес кăмăл пулсан та, тархасшăн.
Эпир экскурсипе питĕ кăмăллă юлтăмăр. Ăна йĕркелеме пулăшнăшăн Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйне Алевтина Федоровăна чĕререн тав тăватпăр.
Сергей ДОЛГОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.
Редакцирен: Вĕренỹри тата воспитани ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов Сергей Долгова Тав хучĕпе чысланă.

