ятпа Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура керменĕнче пысăк концерт иртрĕ.

Зал нихçанхинчен тулли. Ытларах вăтам тата аслă ỹсĕмрисем — салтак амăшĕсемпе мăшăрĕсем, ыркăмăллăх акцийĕсен хастарĕсем. Раççей Федерацийĕн Патшалăх тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсене юрланинчен пуçланчĕ вăл.
Ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килекенсене хисеплесе ялсенче тĕл пулу ирттерни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Вĕсен ячĕпе пехил сăмахĕсем калаççĕ, юрăсем шăрантараççĕ. Чей сăйлавĕпе парне пани те чăваш йăли-йĕркинченех. Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнче те çаплах сума сăваççĕ паттăрсене.
Хальхинче вара йăлтах урăхла. Кунашкал мероприяти пирĕн округра кăна мар, республикăра та пачах иртмен-тĕр. Патриотла концерта çак ялта çуралса ỹснĕ Тăван çĕршывăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен паттăрĕ Роман Левый рядовой йĕркеленĕ. Çапла майпа вăл СВО салтакĕсене пулăшнăшăн тав тунине пĕлтерчĕ.
Территори пайĕнчен Украинăри хĕрỹ хирĕç тăрăва хальхи вăхăтра 40 ытла çамрăк хутшăнать. Ял çыннисем вĕсене пулăшассинче хăйсен тỹпине хываççĕ. Округри «ZOV Яльчики» волонтерсен ушкăнне тĕрлĕ япалапа тивĕçтернисĕр пуçне, вырăнтан та гуманитари тиевĕ ăсатаççĕ. Çак кунсенче кăна 13-мĕш рейс çула тухнă. Чи маттуррисем пархатарлă ĕçсемшĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Хỹтĕлевçĕн амăшне — Нина Аркадьевнăна — салтаксен çемйисен округри комитечĕн ертỹçи Алевтина Иванова «Ятарлă çар операцине пулăшнăшăн» медальпе чысларĕ.
Левыйсен çемйипе тăванĕсем те харсăр. Паттăрсене, çав шутра Роман Александровича та, тĕрев парассинче — ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем хăйсен вăйĕпе ăна тепловизор, бронежилет, каска, раци… туянса панă.
Концерт хыççăн Романпа вăрах калаçса ларма май килмерĕ. Палăртнă вăхăта та вăл ытларах халăха тав тунипе çыхăнтарчĕ.
«Тĕрлĕ енлĕ пулăшăва курса-туйса тăратпăр эпир, — терĕ вăл. — Малтанах хамăра ăс панă учительсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕшĕн, пĕтĕм шкул коллективне, ачасене пирĕн пата пылак кучченеçсем, çырусем çитернĕшĕн уйрăммăн тав тăвас килет. Чиркỹсенче пирĕншĕн кĕл тăвакансем — Силуан, Петр, Василий, Олег аттесем тата волонтерсен «ZOV Яльчики» ушкăнĕ ăшă сăмахсене тивĕç. Тĕмерти Николай Муллин, Дмитрий Козлов, Михаил Смирнов пĕр хутчен мар пулчĕç пирĕн патăмăрта. Мучар ялĕнчи Мария Краснова çемйи ман валли лавккаран утиял туянса парса янă. Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Инесса Воронова, ял старости Сергей Перепелкин депутат та нумай пулăшаççĕ. Хамăр тăрăхри ялсенче пурăнакансем УАЗ автомашина, квадрокоптер туянма укçа-тенкĕ пуçтарса панине те асăнмасăр иртеймĕн. Çĕнтерỹ фронтпа тыл пĕрле пулсан кăна туптанать».
Ял халăхне савăнтарма Роман Александрович эстрада артисчĕсене — Олеся Яковлевăна, Михаил Ăраскала, Чăваш халăх артисткине Людмила Семеновăна — йыхравланă. Вĕсен чун-чĕрене витерекен юррисем пĕр мăнаçлантарчĕç, пĕр шухăшлаттарчĕç, ытларахăшĕ куççульлентерчĕç те:
Эс ăçта пулсан та, эс ăçта кайсан та
Саншăн хумханса чĕрем çунать.
Пĕр кун курмасан та, шăнкăравламасан та
Тĕнче пĕтнĕ пекех маншăн туйăнать.
Ывăлăм, эс ман пĕртен-пĕрскерĕм,
Ывăлăм, эс маншăн чи хаклăскерĕм.
Ывăлăм, ман чи юратнă арçыннăм,
Саншăн çеç пурнатăп, чи хаклăскерĕм…
Кашни салтак амăшне халалланăн туйăнаççĕ ку йĕркесем. Чăннипех те çапла мар-и? Амăшĕпе унăн тĕпренчĕкĕ пĕр уйрăлми организм пекех. 20, 40 çулта пулсан та, пенси тапхăрне кĕрсен те тĕпренчĕкĕ пурнăç парнелекеншĕн ача пулсах юлать.
«Ывăлăм» юрăпа Людмила Семенова паллаштарчĕ куракана. Иккĕмĕш çаврăм умĕн вăл мероприятин тĕп геройне Роман Левыя тата унăн амăшне — Нина Аркадьевнăна вальс ташлама кăларчĕ. Пĕр ытамра чĕрисем татах та хĕрỹллĕн, пĕрешкел хăватпа тапрĕç пулинех. Тĕл пулăвăн тĕп шăнăрĕ те çак самантпа çыхăнчĕ-тĕр. Кăмăл-туйăм çемçелнĕ май залра ларакансен сăн-пичĕн улшăнăвне те асăрхатăн. Юнашар ларнă 89 çулхи Илья Ивановичăн — мăнукĕпе, Александр Ильичăн — ывăлĕпе, Юльăн — мăшăрĕпе, ачисен ашшĕпе çыхăннă çав самантри шухăшсен авăрĕ пĕр вĕçĕмсĕр çавăрăнчĕ пулĕ…
Ырхан та яштака, анчах тĕреклĕ салтак çак уйăх вĕçнелле 34 çул тултарать. Çирĕклĕ Шăхальти вăтам, Елчĕкри искусство шкулĕсене, Мускаври автоçул патшалăх техника университечĕн Атăлçи филиалне пĕтернĕ вăл. Шупашкарти троллейбус управленийĕнче кĕске тапхăр ĕçленĕ хыççăн Ярославльти чугун çул çарĕнче службăра тăнă, ăна «Тип çĕр çарĕн отличникĕ» паллăпа, «Парада хутшăннăшăн» медальпе наградăланă. СВОри паттăрлăхпа хăюлăхшăн вĕсен шучĕ Жуков, «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсемпе ỹснĕ.
— Эпир, 21-мĕш ĕмĕрте пурăнакансем, вăрçă пирки шутлама та пултарайман, — чунĕнчине каласах килет ĕнтĕ хỹтĕлевçĕн. — Пытармастăп — хăрушă. Вăрçă вăл курорт маррине хамăр курса ĕнентĕмĕр. 4-мĕш çул çĕр айĕнчи блиндажсенче пурăнатпăр. Кăткăс лару-тăрура вилĕмпе куçа-куçăн тăни пĕрре мар пулнă.
Тăван кил, атте-анне, çемье, тăвансем, пурнăç мĕн таран хаклă пулнине унта кăна ăнланса илетĕн.
Роман Левый СВОна 2022 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче тулли мар мобилизаци йĕркипе кайнă. Ульяновск хулинчи çар полигонĕнче хатĕрленỹ курсĕнче пулнă. Унтах чăвашсенчен тăракан 1251-мĕш мотострелоксен полкне йĕркеленĕ. Йышра ачасем Аслă Елчĕкрен, Патреккелĕнчен, Хăвăлçырмаран, Тĕмертен пур.
Çар ĕçĕсен ветеранĕ (2024) хăйсен подразделенийĕ Запорожье облаçĕнче вырнаçнине пĕлтерчĕ-ха, çапах та ял-хула ячĕсене, ытти информацие вăрттăнлăхра тытрĕ. Пулеметчик пулăшаканĕ вăл. «Ĕçĕ» те тупăнсах тăни каламасăрах паллă: талăкра 2-4 сехет кăна çывăрни те пулать вĕсен…
Икĕ-виçĕ кунтан каллех урăх тĕнчене пырса кĕрет салтак. Турă упратăрах сана, Роман. Упратăрах Раççейĕн кашни салтакне.
Николай МАЛЫШКИН.
Çирĕклĕ Шăхаль.

