Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Уçă йышăну кунĕ

Уçă йышăну кунĕ

Простата ракĕ — арçынсен тĕл пулакан усал шыçă чирĕсенчен иккĕмĕш вырăн йышăнать. Чăваш Енре унпа çулсерен 200 ытла арçын чирлет. Елчĕк округĕнче 2024 çулта 23 çын чирленине тупса палăртнă. Кăçалхи 9 уйăхра 10 пациента çак диагноза лартнă, саккăрĕшĕн тĕлĕшĕпе тĕрĕслевсем малалла тăсăлаççĕ. Шел пулин те, шыçă аталанăвĕн малтанхи тапхăрĕсенче çак чир нимĕнпе те палăрсах каймасть, арçыннăн нимĕн те ыратмасть. Анеми, кĕлетке виçи сăлтавсăр чакни, çурăм çинче ыратнине туйни, шăмă хуçăлни, эрекци япăхланни, ар вăрлăхĕнче юн палăрни вара рак тахçанах аталаннине пĕлтерет. Чир аталанăвне вăхăтра тупса палăртсан вара унран ăнăçлă сывалма пулать. Çавăнпа та пур арçыншăн та кашни çул профилактика медицина тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци витĕр тухни простата ракне асăрхаттарассинче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах та чылай арçын чир аптăратма пуçласан çеç тухтăр патне çул тытнипе палăрса тăраççĕ.

Çакна тĕпе хурса тата «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе (вăл онкологи чирĕсене ир тупса палăртассине тĕп вырăна хурать) килĕшỹллĕн Республикăри Онкологи диспансерĕ Чăваш Енре пурăнакан, хальччен кунта пĕрре те йышăнăва килмен, чир пуррипе учетра тăман арçынсемшĕн ыран, ноябрĕн 22-мĕшĕнче, Уçă йышăну кунĕ ирттерет. Тухтăртан направлени те кирлĕ мар. Сирĕн контакт-центр телефонĕпе — 8(8352)62-2-88 е регистратурăра çырăнмалла анчах.

Сирĕнпе онколог тухтăрсем тỹлевсĕр консультацисем ирттерĕç. Унсăр пуçне:

— онколог тухтăр тĕрĕслевĕ, ПСА (простатăн спецификăлла антигенĕ) шайне пĕлме юн анализне пама май пур;

— Простата ракне асăрхаттарасси тата вăхăтлă палăртасси çинчен иртекен «Сывлăх шкулĕн» занятине хутшăнса хăвăра кирлĕ информацие илетĕр.

Çумра паспорт, ОМС полисĕ, СНИЛС тата хальччен пулнă тĕрĕслевсен результачĕсем пулмалла.

Владимир ФРОЛОВ,
онколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code