Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.А.Николаевăн 2025 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчи 218-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Победа» сахал яваплă обществăри Елена Ильинична ДЕРГУНОВА ĕне сăвакан оператор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл кăçалхи 9 уйăхра кашни ĕне пуçне 10230 килограмм сĕт суса илнĕ.

