Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 44-мĕш номерте.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Алексей Белоруссире чи паллă тренерсенчен пĕри — Михаил Шершевский патне лекнĕ. Çак опытлă наставник ертсе пынипе пирĕн ентеш кĕске тапхăрта самях пысăк çитĕнỹсем тунă. Анчах тренер Совет Союзĕ салансан урăх çĕршыва куçса каять, çамрăк спортсмен малаллахи ăмăртусене хăй тĕллĕн хатĕрленме пуçлать. Тĕлĕнмелле, шахмат хăми умне пĕрремĕш хут ларнă хыççăн 5 çул иртсен, хăй 16 çулта чухне, вăл çитĕннисен хушшинче пĕрремĕш хут Беларусь ССРĕн чемпионĕн ятне çĕнсе илет.1989 çулта каллех çĕнтерет. Каярахпа, республика уйрăм патшалăх пулса тăрсан, çĕршыв чемпионĕн ятне тата тăватă хутчен тивĕçет. 1991 çулта 18 çула çитичченхи çамрăксен ушкăнĕнче Алма-Атара иртнĕ СССР чемпионатĕнче çĕнтерет. Çав çулах, çак ушкăнрах, тĕнче чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илет. Тепĕр çултан 20 çул тултарман шахматистсен Европа чемпионатĕнче ылтăн медаль хуçи пулса тăрать. 1993 çулта çак чемпионатра бронза медале тивĕçет. Пирĕн ентеш малалла та çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. 2000 çулта шахматистсен Европа чемпионатĕнче 2-мĕш вырăн йышăнать. Шахматла хăвăрт выляссипе Варшавăра 2007 çулта иртнĕ Европа чемпионатĕнче çĕнтерет. Тепĕр çул бронза медальпе таврăнать. Беларусь Республикин чысне хỹтĕлесе вунă шахмат Олимпиадине (1996, 1998, 2000, 2002,2004, 2006, 2008, 2014, 2016, 2018), Европăн командăлла пилĕк чемпионатне (1993, 1997, 1999, 2003, 2017) тата Тĕнче кубокĕн ăмăртăвне (2017) хутшăннă. 1998 çулта Элиста хулинче иртнĕ шахмат Олимпиадинче иккĕмĕш хăма çинче выляса бронза медале тивĕçнĕ. Çакнашкал çитĕнĕве 2016 çулта Баку хулинче 42-мĕш Олимпиадăра резерври хăма çинче тунă, Санкт-Петербургри Петров мемориалĕн (2000) тата Минскри Пĕтĕм тĕнчери турнирăн (2005) çĕнтерỹçи вăл. 1993 çулта Белорусь Республикин тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ, 1997 çулта Пĕтĕм тĕнчери гроссмейстер ята тивĕçнĕ. Чăннипех те, ун пек шахматист тĕнчери чăвашсем хушшинче урăх çук!
Алексей Александров тĕнче чемпионĕсемпе Гарри Каспаровпа, Владимир Крамникпа, Виши Анандпа, тĕнчери паллă шахматистсемпе Виктор Корчнойпа, ыттисемпе тĕл пулса вылянă.
Беларусь Республикинче пурăнакан пирĕн ентеш шахмат вăййине аталантарас енĕпе ачасемпе тата çамрăксемпе тăтăш тĕл пулать, вĕсем валли вĕренỹ пособийĕсем çырса кăларать. Паллăраххисем çаксем — «Ловушка для пешкоедов», «Кому служат пешки?», «Пешки — даром?»
Николай АЛЕКСЕЕВ.

