Кĕске тăхтав хыççăн Тĕмерте «Ваш дом» ятлă магазин ĕçлеме пуçланă. Тĕрĕссипе вăл кунта 2012 çултах уçăлнă-ха. Михаил Портнов уйрăм предприниматель лавкки Çирĕклĕ шывĕн сылтăм енче пурăнакансене апат-çимĕçпе, хуçалăхра кирлĕ ытти таварсемпе тивĕçтернĕ. Каярахпа кунта «Лидер» лавкка ĕçленĕ. Кăçал вăл хупăнсан çак тăрăхра пурăнакансем Михаил Портновран лавккана çĕнĕрен уçма ыйтнă. Мĕншĕн тесен ялти чи вăрăм — Кăнтăр — урамĕнчи аякра вырнаçнă хуçалăхсенчен чиркỹпе юнашарти лавккасене çỹреме чылай çынна, уйрăмах ватăсене, йывăртарах.
Çынсем ыйтнине шута илнĕ Михаил Петрович. Ытларикун «Ваш дом» çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă.
— Кил умĕнче лавкка пурри пурне те аван, — тет юнашарах пурăнакан Надежда Семенова. — Кашни кун кирлĕ çăкăрпа сĕт-турăха аякка çỹремесĕрех туянма пулать. Çак çулсенче кил умĕнчи лавккана, унта чылай çул ĕçлекен пултаруллă, пирĕнпе яланах тарават калаçакан Татьяна Жукова сутуçăна хăнăхса çитрĕмĕр. Галина Маркова, Юлия Платонова, Елена Иванова тата ыттисем те çак сăмахсене çирĕплетрĕç.
Николай АЛЕКСЕЕВ.

